Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Семья Васильевых- достойный участник районного праздника.

16:06 16 ноября 2017 г.

Кирилл Евменьевич Васильевпа Лидия Корниловна Кудрина пӗр ялтах ҫуралса ÿснӗ, 1962-мӗш ҫулта вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӗнле паллашнине Лидия аппа каласа парать: «Эпир ӗлӗк вӑййа тухнӑ, вӑйӑ ҫӑмрӑксене паллаштарнӑ. Хитре юрӑсем юрлатчӗҫ, каччӑсем хӗрсене тытса юлатчӗҫ».

Керуҫ тете шкул вӗренсе пӗтрнӗ хыҫҫӑн Канашра механизаторсен курсне пӗтернӗ, хӗсметре Германинче пулнӑ, унтан таврӑнсан тӑван колхозра трактористра, комбайнёрта вӑй хунӑ. Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ҫамрӑка  электрике вӗренме яраҫҫӗ. Ялта Керуҫ тете хӑйӗн тӑрӑшуллӑхӗпе, ҫынсемпе тарават пулнипе палӑрса тӑрать.

Лидия аппа шкул пӗтерсен ҫӗршыври ытти ҫамрӑксем пекех Мускава чугун ҫул ҫине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Тӑван яла таврӑнсан фермӑра пӑрусем, сыснасе пӑхнӑ. Пенсине кайсан та иккӗшӗ те бригадӑра вӑй хунӑ. Вӗсен ӗҫ стажӗ хӗрӗхшер ҫул ытла. Иккше те еҫ Ветеранӗсем.

Пысӑк хастарлӑхпа ӗҫленӗшӗн вӗсем тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫ пулнӑ.

Керуҫ тете 80 ҫул тултарнӑ, Лидя аппа унран пӗр ҫул кӗҫӗнрех , анчах та вӗсем, хӑвӑрах куратӑр, ҫамрӑк та чипер курӑнаҫҫӗ. Хӑйсен ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ икӗ ватӑ паян иккӗшех килӗштерсе, ял ҫинче хисепре пурӑнаҫҫӗ. Ачисем, 10 мӑнукӗпе 2 кӗҫӗн мӑнукӗсем час-часах весем патӗнче хӑнара пулаҫҫӗ.

 

Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика