Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «ЧǍВАШ ЧĔЛХИ, ТǍВАН ЕН КУЛЬТУРИ, ЧǍВАШЛǍХ ЫЙТǍВĔСЕМ» ТЕМǍПА СЕМИНАР ИРТРĔ

11:31 28 апреля 2014 г.

Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкре «Чǎваш чĕлхи, тǎван ен культури, чǎвашлǎх ыйтǎвĕсем»  темǎпа семинар пулса иртрĕ. Ăна йĕркеленĕ Елчĕк  районĕчи чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ертÿçи Нина Левая пулчĕ.

Ĕçлĕ калаçǎва Шупашкартан  «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ,чǎваш наци конгресĕн вице-президенчĕ  А.П.Леонтьев, «Тǎван ен культури» кĕнекесен  авторĕ Е.В.Михайлова (Енькка),ЧР  учителĕсен ассоциацийĕ çумĕнчи чǎваш чĕлхипе  литературине вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи Г.Н.Никифоров, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ Эктор Алос-и-Фонт, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Н. Г. Иванов, Чǎваш Республикин  тава тивĕçлĕ артисчĕ В.М. Семенов  килсе çитрĕç. Çавǎн пекех Елчĕк, Шǎмǎршǎ, Комсомольски районĕсенчи чǎваш чĕлхипе литератури, тǎван ен культури, истори вĕрентекенĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, культура ĕçченĕсем хутшǎнчĕç. Елчĕк район администрацийĕн пуçлǎхĕ Н. П. Миллин канǎшлава хутшǎнакансене Чǎваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, ǎнǎçу сунчĕ.

Культура çулталǎкне  тата чǎваш чĕлхи кунне халалланǎ  мероприятие Тёрём ял тăрăхĕнчи шкулта чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, культура ĕçченĕсем хутшǎнчĕç.

Тǎван чĕлхепе литературǎна вĕрентес ыйтупа Г.Никифоров, З.Свеклова вĕрентекенсем сǎмах илчĕç. Вĕсем  чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем пирки чарǎнса тǎчĕç, тĕрлĕ кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Е.Енькка тǎван халǎх культурине, йǎли-йĕркине, несĕлĕмĕрсен кун-çулне кашни  шкул  ачин ǎша хывса   вĕренсе пымаллине палǎртрĕ. А.Леонтьев  паянхи чǎваш хаçачĕсен  пĕлтерĕшне палǎртрĕ.

Тĕрлĕ ыйтусемпе Валентина Вастулова, Алексей Смирнов музей ĕçченĕсем,  Алена Лакачова воспитательница тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Чылай ырǎ, ǎшǎ сǎмах  янǎрарĕ  семинарта.

Пухǎннисене  илемлĕ юрǎ-кĕвĕпе «Варкǎш» ансамбль  савǎнтарчĕ.

Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика