Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 12:52_ День чувашского языка в СООШ

00:00 04 мая 2011 г.

12:52_ День чувашского языка в СООШ

Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе
Эс- чи пахи, эс -чун уççи.
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи  çепĕççи

Паянхи вăхăтра та хăйĕн пёлтерёшне çухатман чĕлхе малалла аталанĕ, ун сассийĕ çак Çĕр чăмăрĕ çинчен нихăçан та çĕтмĕ, нихăçан та çухалмĕ. Вăл пирĕн пурнăçри кашни хутлăха кĕрсе вырнаçĕ, тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ! Пирĕн чĕлхе вăл халăх мăнаçлăхне кăтартакан паллăсенчен пĕри! Вăл яланах чăвашпа пĕрле пулĕ, халăха телей парса тăрĕ! Йăнăшман Петĕр Хусанкай — чăн та «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

Чăваш чĕлхи кашни кун янратăр — килте те урамра та, хулара та, ялта та!

Çапла пултăр!

Ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене  юратса вĕренме хавхалантарас,  чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшас тĕллевпе Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шулта уяв иртрĕ.

5-мĕш класра вĕренекен ачасем «Сĕрен» уявпа паллаштарчĕç. Ачасем тăрăшса хатĕрленнĕ.  

6-мĕш класра вĕренекен ачасем «Наян мулкач» юмаха ăста выляса кăтартрĕç.

7-мĕш класра вĕренекен ачасем «Улах ларни» уява кăтартса пачĕç. Кунта хĕрсем алă ĕçĕ туни, вăйăсем выляни ачасен тавракурăмне аталантарма пулăшать.

                                                                                                                  Л.Енедерова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика