Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сăваплă ĕç

13:55 25 марта 2025 г.

1967 – мĕш çулхи ноябрь уйăхĕнче Вырăскассипе Çуткÿлти  вăрçă ветеранĕсене халалласа палăк уçнă.  Тепĕр çулхине вара унăн йĕри - тавра улмуççи сачĕ йĕркелесе янă. Хăй вăхăтĕнче сад икĕ ял халăхне илемĕпе хăй патне туртнă, çимĕçĕпе тивĕçтернĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Сад ватăлнă.

Кăçалхи çул, çуркунне, икĕ ял хастарĕсем  Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалласа  пысӑк ӗҫ  пуçарнă. Вӑрҫӑ участникӗсене сума суса лартнă палăк йĕри-таврашĕнчи ватă йывăçсене, шăтса тухнă вĕренесене  (американский клён) касса тирпейленӗ.

Çак сăваплă  ĕç Вырăскасси ял старости Максимов В.В. пуçарчĕ. Эрне хушши питĕ пысăк ĕç вĕрерĕ. Арçынсем моторлă пилапа йывăçсене касрĕç, хĕр арăмсем йывăçсен тураттисене тирпейлерĕç.  Ĕç хатĕрĕсене харпăр хăй килĕсенчен илсе килнĕ. Çак сăваплă ĕçрен ялтан тухнă, хулара тĕпленнĕ вăйпитти çынсем те айккинче юлмарĕç. Хутшăнайманнисем ăшă сăмахсем çырса хавхалантарчĕç. Ĕçлекен халăха вĕри апатпа мĕн вĕçне çитиччен Федоров Ю. Н. çемьйи тивĕçтерчĕ. Тӗрлӗ сӑлтава пула ĕçе хутшăнайманнисем пулӑшу аллине (спонсорсем) тӑсса пачĕç. Ялти чи аслă ăрури çын та, Федоров В.В. хутшăнма вăй çитерчĕ. Эрнипех çамрăксемпе пĕр тан ĕçлерĕ.

Икĕ ял халăхĕ кар тăрса палăртнă ĕçе пурнăçларăмăр. Малалла çак вырăна йывăçсем лартса çĕнĕ сад йĕркелес тĕллевпе пурăнатпăр. Тирпей – илем туни хамăршăн пулнине ял-йыш ăнланать.

 

Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика