21:03 29 апреля 2013 г.
Кăчăкă уявне мăнкунччен пĕр эрне малтан паллă тăваççĕ. Çак кунсенче Иерусалимра чиркÿре пальма йывăççисен турачĕсене валеçеççĕ, пирĕн çĕршывра вара – кăчăкă тураттисем.
Кăчăкă çурални тамăкпа вилĕме çĕнтерекене саламлани пулать, вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрассине аса илтерет.
Кĕлĕ хыççăн ĕненекенсем кăчăкăсене килĕсене илсе каяççĕ. Çак туратсем çемьене сывлăх илсе килет, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен, вилĕмрен сыхлать тенĕ.
Çак уява халалласа аслă ушкăнри ачасем занятинче кăчăкă тураттине укерчĕç.
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики