Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чǎваш хӗр ачи

17:33 30 апреля 2013 г.

Ака уйǎхӗн  26-мӗшӗнче Курнавǎшри информаципе культура центрĕнче Курнвăшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вǎтам шкулта вĕренекен хӗр ачасем хушшинче «Чǎваш хӗр ачи»  конкурс иртрӗ. Унта 5-6-мӗш классенче вӗренекен хӗр ачасем хутшǎнчӗç. Кашниех конкурса хутшǎнма ятарласа илемлӗ чǎваш çи-пуçӗ çӗлеттерчӗ, хǎй аллипе эрешлӗ масмак  ǎсталарӗ.

Ку конкурса хатӗрлекенӗ  шкулти чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Воронова В. Н. пулчӗ. 10-мӗш класра  вӗренекен Федотова Ольга хӗр ачасен тупǎшǎвне ертсе пычӗ. Унта хутшǎннǎ хӗр ачасем  тӗрлӗ  енлӗ ǎмǎртрӗç: юрǎ юрласси,  ташǎ ташласси, «Çуллахи тум-2013» кǎтартасси, тӗрӗ тӗрлесси, чǎваш апат-çимӗçне хатӗрлесси çинчен каласа кǎтартасси,  ыйтусене  хуравласси  тата ытти те. Конкурса хутшǎннǎ кашни хӗр ача хǎйсен  тавçǎрулǎхӗпе, çаврǎнǎçулǎхӗпе, маттурлǎхӗпе палǎрма тǎрǎшрӗ, куракансене хǎйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулǎхӗпе савǎнтарчӗ.

Жюри  пӗр кǎмǎллǎ пулса «Чǎваш хӗр ачи»  ята  6- мӗш класра вӗренекен Григорьева Анастасия тесе  палǎртрӗ. Светопольская Ирина – чи тавçǎрулли, Сидорова Ольга – чи кǎмǎлли,  Николаева  Марина - чи  тǎрǎшулли, Ефимова Анна - чи сǎпайли, Круглова Анастасия - чи илӗртӳлли,  Синицына Анна - чи ӗçченни, Смирнова Анна - чи чиперри, Каргина Юлия – чи хӳхӗмми,  Курчина Татьяна -  чи  пултарулли    пулса тǎчӗç. 

Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика