06:47 26 апреля 2013 г.
Паян, ака уйǎхӗн 25-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи чǎваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе шкул ачисем Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎ ялта - Тутар Республикинчи Кǎнна Кушкинче пысǎк уявра пулчӗç. Ахальтен мар çак уяв çулсеренех иртекен Чǎваш чӗлхи кунӗпе тӳр килет. Шǎпах çак кун 165 çул каялла çут тӗнчене тǎван халǎха çутлǎх парнеленӗ хǎватлǎ çыннǎмǎр, Аслǎ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎ. Халǎха çутта кǎлараканǎн пархатарлǎ ӗçне чǎваш халǎхӗ яланах сума сǎвӗ. Мӗншӗн тесен унǎн вӗрентӗвӗ чǎваш çыннине малалла утма анлǎ çул хывма пулǎшнǎ. Пухǎннисем те, тӗпрен илсен, Аслǎ вӗрентекенӗмӗрӗн пархатарлǎ ӗçне палǎртса нумай-нумай ǎшǎ сǎмахсем каларӗç. Л.П.Кураков академик, Чǎваш халǎх поэчӗ В.В. Туркай, Яковлевǎн çывǎх тǎванӗсем тата ыттисем Аслǎ вӗрентекенӗмӗрӗн вышкайсǎр сумлǎ ӗçне палǎртса каларӗç.
Иван Яковлевǎн сумлǎ ӗçне пуç тайма хальхинче тӗрлӗ тǎрǎхра пурǎнакан нумай-нумай чǎваш пухǎнни хǎех пысǎк пӗлтерӗшлӗ пулǎм. Вӗсем пӗтӗм чун-кǎмǎлтан И.Я. Яковлев пурǎннǎ çурт вырǎнӗнчи часавня умне, çавǎн пекех ун палǎкӗ çумне чӗрӗ чечексем хучӗç. Хǎнасем Кǎнна Кушки шкулӗнче пулчӗç, И.Я. Яковлева халалланǎ музее кӗрсе курчӗç.
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики