00:00 11 декабря 2012 г.
Раштав уйǎхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавǎшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вǎтам шкулта И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленекен Чǎваш патшалǎх университечӗн преподавателӗсем- Е.П.Чекушкина, И.В.Софронова, Е.Р.Якимова доцентсем, Владислав Московцевпа Лариса Федорова студентсем, «Тантǎш» хаçатǎн тӗп редакторӗ В.Д.Николаев, Марина Кумячевǎпа Светлана Садал корреспондентсем. Чи малтанах вӗсем шкулти историпе краеведени музейӗпе паллашрӗç, чǎваш чӗлхипе литератури кабинетӗнче пулчӗç.
Е.П.Чекушкина, И.В.Софронова, Е.Р.Якимова доцентсем ЧПУн чǎваш филологийӗпе культури факультечӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен тӗплӗн каласа пачӗç. Владислав Московцевпа Лариса Федорова студентсем вара ачасене хǎйсен пултарулǎхӗпе паллаштарчӗç. Хǎнасем шкула вӗренӳ ӗçӗнче усǎ курма кирлӗ кӗнекесем парнелерӗç.
«Тантǎш» хаçат редакторӗ В.Д.Николаев Курнавǎш шкулӗнче çамрǎк корреспондентсен пункчӗ уçǎлнине çирӗплетекен сертификат пачӗ, ачасене «Тантǎш» хаçатпа туслǎ çыхǎну тытма сӗнчӗ.
Тӗл пулу усǎллǎ иртрӗ.