Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 18:20_ Пуçламăш классенче вĕренекенсен эрни пуçланчĕ

00:00 10 декабря 2012 г.

18:20_ Пуçламăш классенче вĕренекенсен эрни пуçланчĕ

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсен эрни ирхи линейкăран  пуçланчĕ. Вĕрентекенсем  эрне  планĕпе паллашттарчĕç, тĕрлĕ конкурссенче ăнăçу сунчĕç.

Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр шутланать. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас  тенине  тĕрĕс çырса пĕлтерме те май çук. Пуçламăш классенче вĕренекенсемшĕн вара тăван чĕлхе пĕлÿ илмелли чи кирлĕ хатĕр, тĕп çăл куç пулса тăрать. Çавна шута илсе эрнен пĕрремĕш кунне чăваш чĕлхине, тăван чĕлхене халалларĕç  вĕсем.

Ачасене  вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли, çав вăхăтрах вĕреннине çирĕплетсе хăвармалли тухăçлă мелсенчен пĕривăйă. Тĕрлĕ вăйăсем пулчĕç паянхи кун: тăхтавсенче чăваш халăх вăййисене выляса савăнчĕç пĕчĕк шăпăрлансем, уроксенче те вăйăсем пулчĕç. Уроксем хыççăн 3,4-мĕш класра вĕренекенсем «Кам тавçăруллăрах?»вăйă-конкурса   хутшăнчĕç, тĕрлĕ ребуссем вуларĕç.  Уйрăмах  вĕсенче  Ефимова Мария, Васильева Елена, Исаев Сергей, Цветков  Александр, Веселина Светлана, Светопольская Людмила палăрчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика