Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 17:49_ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ

00:00 18 февраля 2012 г.

17:49_ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта  ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта  ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Шкула ашшĕ-амăшĕсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Чи пирваях   пуçтарăннă хăнасене Ирина Егорова, Андрей Крысов тата Татьяна Грибова юрă юрласа саламларĕç. Тулли кăмăлпа, савăнса пăхса ларчĕç куракансем ачасен пултарулăхне.

   Ун хыççăн кĕçĕн класс учителĕ Кузьмина Елена Ивановна ашшĕ-амăшĕсем ачисене килти ĕçсене тунă чухне мĕнпе пулăшмалли пирки тухса калаçрĕ.  «Ачасен вулас туртăмĕ çулран çул чакса пырать. Ку вара вĕсен вĕренĕвĕнче те палăрать. Çакă пирĕн пурнăçа çĕнĕ технологи меслечĕсем кĕнипе те çыхăннă пулĕ. Компьютер, интернет ачасене ытларах  хăй патнелле илĕрте пуçларĕ. Ачасем алла  кĕнеке тытса ларас вырăнне сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче лараççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Ку пĕр енчен лайăх та, анчах тепĕр енчен вара ачасен шухăшлавне, пуплевне, тавра-курăмне аталантарсах каймасть, вĕренес туртăмне те чакарать. Кĕнеке вулман ача  ăçтан-ха уроксенче, экзаменра тĕрĕс те илемлĕ, пуян чĕлхепе ăслав сочиненийĕ çырайтăр? Паллах, çук. Кĕнеке вулакан ачан пуплевĕ те, чĕлхи те пуян та тĕрĕс, шухăшлавĕ те тарăн, тавра-курăмĕ те пысăк,»- тесе пĕлтерчĕ вăл.

     Ун хыççăн шкул завучĕ Титова Т.В. тухса калаçрĕ. Вăл пĕрремĕш çурçулхи вĕренÿ пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Вĕренÿре палăрнă ачасене ятран асăнса хăварчĕ. Район шайĕнче олимпиадăсенче,  творчествăлла конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă ачасен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Районта иртнĕ олимпиадăри çĕнтерўçĕсен  ашшĕ-амăшĕсене тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ.  

   Унтан  шкул директорĕ, Горшков Д.В.,  сăмах илчĕ. Çирĕп утăмсемпе çĕнĕлĕхсем патне тата пысăкрах çитĕнÿсем патнелле ăнтăлнине каларĕ. Ачасен вĕренĕвĕпе канăвне тĕрĕс те туллин йĕркелес тесе шкул коллективĕ тăрăшса ĕçленине палăртрĕ.

     Çавăн пекех пухăва Курнавăш ял-тăрăхĕн пуçлăхĕ Кузьмин В.И, районти пенсии фончĕн специалисчĕсем Яковлева З.А. тата Павлова В.Н. хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика