Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:11_ Отчетное собрание ООО "Яманчурино"

00:00 16 февраля 2010 г.

Яманỹрел клубĕнче ООО "Яманчурино" ĕçченĕсен черетлĕ отчетлă пухăвĕ иртрĕ. Пуху "Тăван ялăм, савнă ял" презентаципе пуçланчĕ. Ун хыççăн пухура хуçалăх ертỹçи В.С.Рахмуллин иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тата 2010-мĕш çулăн ĕç планĕпе паллаштарнă. Яманчỹрелсемшĕн маларахри çулсемпе танлаштарсан ĕç кăтартăвĕсем мĕнпур енĕпе палăрмаллах ỹснĕ. Çакна çирĕплетсе ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.И. Карсаков хуçалăхра тăрăшса ĕçлекенсене ферма пуçлăхне А.В.Волкова Раççей Федерацийĕн хисеп грамотипе, хуçалăхăн тĕп бухгалтерне Н.А.Комиссарована тата Н.П.Чебоксарова район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе  чысларĕ. Тепĕр ыйтупа РФ Пенси фончĕн управленийĕн пуçлăхĕ З.А.Яковлева ĕçлекенсене малашне мĕнлерех пенси илесси пирки ăнлантарчĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ тата Лащ-Таяба ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. П. Князева тĕрлĕ ыйтусем çине хурав пачĕç. Йăларан иртмесĕр иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнисене В.А.Рахмуллинăна, В.Н.Ермолаевăна, Л.Н.Степановăна, Н.П.Чебоксарова асăнмаллăх парнесемпе хавхалантарчĕç. Нумай çул фермăра скотникре ĕçленĕ В.А.Малышкина 50çул тултарнă ятпа хуçалăх 5 пин укçа парса чысларĕ. Юлашкинчен В.С.Рахмуллин малашне те çитĕнỹсемпе ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика