Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Спорт мана çын турĕ"

00:00 23 ноября 2009 г.

 Тĕнче класслă спорт мастерĕн Олег Захаровăн пурĕ миçе медаль пулнине пĕлетĕр-и? Елчĕк районĕнчи Яманчурелĕнчи библиотека ачасемпе ирттернĕ тĕл пулăва вăл пухмачăн пĕр пайне илсе килнĕччĕ. Олег Ананьевич кашни ачана мăйĕнчен "ылтăнĕсене", "кĕмĕлĕсене", "бронзăсене" çакрĕ: 60 ытла ача медальлĕ пулчĕ, тата тепĕр çавăн пек ушкăна çакма çитетччĕ. Ачасем ял ачи çавăн пек тĕнчипе паллă кĕрешỹçĕ, паллă çын пулма пултарнинчен тĕленчĕç, пурнăçĕ çинчен каласа пама ыйтрĕç. _ Пĕр районсемех эпир, Исемпел ялĕнче çуралса ỹснĕ. 11 ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Кĕçĕнни тесе тăман, кашни ĕçе пĕрле ĕçленĕ. Пĕчĕкренех спортăн кашни енне юратнă. Çемьере йĕлтĕрĕ те, конькийĕ те пĕрре çеçчĕ, черетпе ярăннă. Шкулта вĕреннĕ чухне "самбо" кружокне те çỹренĕ. Салтакра чухне вăйлă спортсменсен йышĕнчеччĕ, служба пĕтсен унта хăварасшăнччĕ, юлмарăм. Мускавра плотниксене, строительсене хатĕрлекен училищене вĕренсе тухрăм. Стройкăра ĕçлекен йыш килĕшместччĕ: каçсерен аслăраххисем ывăннăран "çуттине" яратччĕç, çамрăксене те сĕнетччĕç. Ĕçсе курман вĕсемпе: спортзала çỹреттĕмччĕ, ăмăртусене хутшăнаттăмччĕ. Пĕрре ăнăçлă турнир хыççăн манна Шалти ĕçсен пайĕн министерствине ĕçлеме чĕнчĕç. Унтампа эпĕ 17 çул вĕсен йышĕнче, капитан. Ĕçпе кирлĕрен юридици факульетне те куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Час-часах ăмăртусене çỹремеллипе ĕçрен хăтарнă мана. Кикбоксинг, панкратион, дзюдо, самбо кĕрешỹсен ăсти. Мускавра "Олег Захаров ячĕллĕ шкул" йĕркелерĕм, унта нумай ача çул тупнă. Ял ачисене спорт çулĕ çине тухма йывăр. Вĕсенпе ĕçлекен тренерсем те çукпа пĕрех. Пирĕн вăхăтра специалистсем диплом илнĕ хыççăн яла килетччĕç, халĕ хуларан таврăнмаççĕ. Мускав çывăхĕнче ман пысăк çĕр лаптăкĕ пур: унта спортзал строит тăвас шухăшăм та пур-ха, çумĕнче _ хăна çурчĕ. Ялсенче спортпа пултаруллă ачасене пурăнтарăп унта, ĕç те тупса пама пулăшăп. Тен, сирĕн хушăртан та суйлăп? _ хаваслантарса ячĕ вăл кĕрешỹпе туслă ачасене. Темиçе хутччен тĕнче чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ Олег Захаров ачасене кавир çинче кĕрешĕвĕн тĕрлĕ мелĕсене те кăтартрĕ. Пурте спортсмен пулмасан та, çак урок пурнăçра кашни кунах кирлĕ: хăвна тата вăйсăррисене хỹтĕлеме пĕлес пулать. Олег Захаров ачасене йыхрав хучĕ те парса хăварчĕ: тăван пиччĕшне, Афган вăрçă паттăрне, Геннадий Захарова асăнса тăван ялĕнче футбол турнирĕ ирттерет.

Светлана Ермакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика