Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:55_ Иван Павлов ячĕпе - турнир

00:00 25 августа 2009 г.

14:55_ Иван Павлов ячĕпе - турнир
Лащ-Таяпара çуралса ỹснĕ Иван Павлова тăван ял-йышĕ çеç мар, таврари ялсенче те хисеплетчĕç. Иван Владимирович стройка енĕпе хăйĕн ĕçне йĕркеленĕччĕ. Ун патĕнче Мускавра ĕçлекенсем хуçи çинчен начар калаçнине пĕрре те илтмен: укçине яланах тỹленĕ. Пурне те пулăшма тăрăшнă вăл. Иван тăван ялшăшăн тем тума та хатĕрччĕ. Пысăк уявсене йĕркелеме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕпе пулăшман-ши? Юлашки çулсенче вăл çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе пархатарлă ĕçсем турĕ. Шкула спорт инвентарĕ туянма пулăшрĕ, культура çуртĕнче спортзал уçăлнă тĕле çĕр пине яхăн тăракан мат парнелерĕ. Çапла вара икĕ çул каялла Лащ-Таяпара кĕрешекенсен секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çамрăксем Иван Павлов пулăшнипе республикăри çеç мар, Мускаври, Санкт-Петербургри ăмăртусене те хутшăнма пуçларĕç. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав Иван Павловăн. Вăл пиртен ĕмĕрлехех уйрăлнăранпа тепĕр эрнере пĕр çул çитет. Ăна асăнса вара юлташĕсем иртнĕ канмалли кунсенче çамрăксем тата ачасем хушшинче турнир йĕркелерĕç. Çамрăк спортсменсене саламлама Мускавра пурăнакан ентеш, тĕнчипе паллă чемпион Олег Захаров тата республикăри кĕрешу федерацийĕн президенчĕ Виталий Васильев та килчĕç. Турнира Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк, Яманчурел яшĕсем те хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем сакăр виçере палăрчĕç. Пĕрремĕш чемпион ята çуллахи каникулсене Яманчурелĕнчи кукамăшĕ патĕнче ирттерекен Çĕнĕ Шупашкар яшĕ Леня Петров çĕнсе илчĕ. 10 çулти Леня тантăшне Семен Салмина çĕнтерсе финалта хăĕнчен аслăрах Дима Воронинпа кĕрешрĕ. Медальпе саламлама ăна кукамăшĕ те тухрĕ. Лащ-Таяпари 4-мĕш класс пĕтернĕ Женя Яковлев та пьедистал çине хăпарчĕ. Женьăшăн турнирти "ылтăн" кăçалхи сезонта шучĕпе 6-мĕш пулчĕ. Вăл кăçал хăйĕн виçинче, Леня пекех, пĕрре çеç мар республика ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Унăн ялти юлашĕсем, ăмăртусене пĕрле кĕрешме çỹрекен Артем Салмин, пĕр тăван Алексейпе Дмитрий Воронинсем, Иван Енкеев, Алексей Юрков та медальсем çĕнсе илчĕç. Яманчурелĕнчен килнĕ Володя Марковпа Димитрий Карсаков, Женя Львов, Максим Марков, Алексей Андреев пуçласа кĕрешрĕç. Арçын ачасен кăтартăвĕсем япăхах мар.Володьăпа Дима финалти тĕл пулура та ăсталăхне кăтартрĕç. Ыттисем кĕмĕлпе бронза медальсене тивĕçрĕç. Çĕнсе илнĕ медальсем вĕсемшĕн пуриншĕн те чи хаклисем пулчĕç. Аслă Елчĕк кĕрешỹçисем Адюков Эдуардпа Алексей Шаков та хăйсен тренерĕн Георгий Адюковăн ятне çỹле тытрĕç. Наци кĕрешĕвĕ Аслă Пăла-Тимешĕнче те аталанса пынине Геннадий Барановăн вĕренекенĕсем çирĕплетрĕç. Турнирăн чи çамрăк участникĕ çинчен те пĕр-ик сăмах калар-ха. Шупашкарти шкулта пĕрремĕш класс пĕтернĕ Саша Архипов хăюллăхĕпе тĕлентерчĕ. Пĕрле килнĕ юлташĕсем ăна çамрăк тесе кавир çине те кăларасшăн марччĕ. Саша итлемерĕ вĕсене. Ача куккăшĕ, Геннадий Димитриев пек паллă спортсмен пулма ĕмĕтленет пулас. Вăл хăйĕнчен самай аслăрах ачасемпе кĕрешрĕ. Выляса ячĕ пулсан та ăна турнирăн тĕп судйи хăюллăхшăн кăкĕрĕ çине медаль çакрĕ. Командăсем хушшинче Лащ-Таяпасем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, иккĕмĕш-яманчурелсем. Çĕнтерỹçĕсене ятлă медальсемпе, кубоксемпе, парнесемпе чысларĕç. Кĕрешỹ хыççăн çамрăксем футболла та вылярĕç. Ял-йыш турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене тата пуçарса яракансене Сергей Самсонова, Олег Александрова, Артур Ильина, Леонид Князева, Александр Григорьева, Геннадий Димитриева, Андрей Петрова, Олег Захарова, Виталий Васильева, Юрий Орлова, Герман Петрова, Владимир Воробьева, Владислав Александрова пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Малашне ăмăртăва çулсеренех Лащ-Таяпан ял уявĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕнче ирттерме палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика