Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:50_ Ĕçри йывăрлăхран нихăçан та ан хăрăр

00:00 23 июня 2009 г.

15:50_ Ĕçри йывăрлăхран нихăçан та ан хăрăр

Хĕвел хĕртсе пăхнăран сывлăш температури кăнтăрла 32-35 градус таран хăпарать.. Çуллахи кун çулталăк тăрантарать тенине тĕпе хурса ĕçлет паянхи уяр çанталăкра Шăмалак ял халăхĕ. Юлашки вăхăтра ял ĕçченĕсем ĕне- выльăхран сĕт нумайрах суса илессине ,шултра выльăхсен ỹт хушаслăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлеççĕ. Ял халăхĕ вара çак вăхăтра та сулхăнта лармасть, ирхи сывлăмпа çулнă уттине тавăрса типĕтет, хĕле валли пуçтарса кĕртет. Нумай çул ỹсекен курăка чечеке ларичченех çулса хатĕрлени пахалăхлă утă пуласса çирĕп пĕлсе тăраççĕ Шăмалакри ĕçченсем. Хĕрỹ ĕç тапхăрĕнче Шăмалак ялĕнчи хастар ĕçлекен Упикасси халăхĕ çинчен çырса пĕлтерес килет çке-ха манăн .Кунта пурăнакан Ермаков Анатолийпе Ирина ывăлĕсемпе Алĕшăпа Саша,Ермаков Сергейпе Лариса ,Женьăпа Владик ывăлĕсемпе ,Чернов Анатолийпе Вальăн икĕ чипер хĕрĕсем_ Наташăпа Надя , Ольăпа Сергей Сергеевсен пăрчăкан евĕр хĕрĕсем -Таньăпа Света , çавăн пекех Санька тетепе Шура аппа тата вĕсен чĕвĕл -чĕвĕл мăнукĕ Ксюша ,пурне те хăйĕн юррипе савăнтарса ĕçлеме хистекенскер, çавăн пекех Чернов Петрпа Валентина, Герасимовсен , Сергеевсен,Сидоровсен çемйи килĕштерсе ĕçлеççĕ.Çак çынсем ĕçре те, уявра та , ăмăртусенче те яланах пĕрле,Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса , килештерсе ,пулăшса пурăнаççĕ . Аслăраххисем çамрăксене сĕнỹ-канаш , ăс парса малтан мала тĕрĕс çул суйласа илме вĕрентсе пыраççĕ. "Еплерех лаша пуласси тихаран паллă,"- теççĕ ватăсем .Упикасси каччисемпе хĕрĕсем те ял-йыша сума суни ,пĕр пĕрне йывăр самантсенче ал пани куçкĕретех курăнать . Çак çемьесем харпăр хуçалăх çĕрĕсем çинче утă-курăк анчах мар,пахча-çимĕç те акса туса илеççĕ. Утăçи вĕçленĕ те вара тепĕр тапхăр çумкурăкпа кĕрешме киленесси пирки асăрхаттараççĕ çемье пуçĕсем. Ĕçсем вĕçленсен пĕрер каç уяв туса савăнтарассипе те шантараççĕ ачасене. Ку урамра паллах пĕр çемьери пек килĕштерсе, ăнланса, туслă пурăнни ытти ял-йышшăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Хам ятран вара мĕн сунас килет -ха ял-йыша : ĕçлĕр, ĕçре вăй ,юратупа туслăх çирĕпленет,, çут çанталăк илемĕпе киленме ан манăр , пурнăçа юратăр ,хăвăр çак çĕр çинче пурăннишĕн савăнăр, аçăр-аннĕре тав сăмахĕ калăр. Çамрăксем ! Ĕçри йывăрлăхран нихăçан та ан хăрăр , пуçăра ан усăр, малаллах талпăнăр! Пур енĕпе те сире çитĕнỹсем тума сунатăп.

Романова С?В?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика