Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пётр Владимирович Чернова асӑнса мини-футбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

18:47 03 мая 2025 г.

Ҫу уйăхĕн 3-мӗшӗнче Лаш Таяпа ялӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Шӑмалак арне Пётр Владимирович Чернова асӑнса мини-футбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Малтан ял тӑрӑхӗнчи ялсен командисем хушшинче ҫеҫ йӗркелеме палӑртнӑ турнир район шайӗнчиех пулса тӑчӗ - кавалсем те килсе ҫитрӗҫ футболла выляма. Пурӗ ҫичӗ команда вӑй виҫрӗ:  Шӑмалак, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Кавал, Учаска, Вӑрӑмхӑва ялӗсен футболисчӗсем тата Петя Черновпа пӗр класра вӗреннисен команди.

Чернов Пётр Владимирович 1996 ҫулхи ҫӗртме уйăхĕн 3-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑмалакри тата Лаш Таяпари В. В. Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. 9 класс пӗтернӗ хыççăн 2011 ҫулта Шупашкарти 19-мӗш профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсе сварщик профессине алла илнӗ. 2014-2015 ҫулсенче Раççей Федерацийӗн Тинĕс-ҫар флотӗнче Севастополь хулинче хӗсметре тӑнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине 2022 ҫулхи юпа уйăхĕн 6-мӗшӗнче Мускав облаçӗнчи Балашиха хулинчен мобилизациленнӗ. 2023 ҫулхи юпа уйăхĕн 11-мӗшӗнче Луганск Халăх Республикинчи Рубежное ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Салтака Паттӑрлӑх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) чысланӑ.

Ӑмӑртӑва футболистсем ҫеҫ мар, куракансем те йышлăн килнӗ. Пурне те ыр сунса Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗн ашшĕпе амăшĕ Владимир Петровичпа Ирина Васильевна, мӑшӑрӗ Надежда Валерьевна, Лаш Таяпа территори уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Павлов, Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелӗ Силуан атте сӑмах каларӗҫ те ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи Станислав Сидоров хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ - вӑйӑсем пуҫланчӗҫ.

Çивĕч тупăшура Çĕнĕ Эйпеçсен футбол команди çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ, Кавалсен команди 2-мĕш, Лаш Таяпасен  - 3-мĕш вырăна тухрĕç.

 

Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика