Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:02_ Тимуровецсем - ветерансем патĕнче

00:00 05 мая 2010 г.

09:02_ Тимуровецсем - ветерансем патĕнче

Çĕр ĕçĕ пуçланнă май Елчĕк районĕнчи Яманчỹрелĕнчи Тимур отрячĕн канăçсăр вăхăт пуçланчĕ. Акă, 9-мĕшпе 6-мĕш классен ачисем уроксем хыççăн вăрçăпа ĕç ветеранĕ Петр Кондратьевич Комиссаров патĕнче пулчĕç. 40 çул ытла шкулта вăй хунă учителе çĕр чавса пачĕç. 87 урлă каçнă тавра пĕлỹçĕ, педагог вĕсене чĕререн тав турĕ. 90 çулпа пыракан Георгий Александровичпа 85-е çывхаракан Елена Ипатьевна Рахмуллинсем _ мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ачасене пĕлỹ парас ĕçре тăрăшнă мăшăр та _ вĕсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Георгий Рахмуллин темиçе çул каялла "Хыпар" хаçата та час-часах çырса тăратчĕ. Çĕнтерỹ кунне вăл халăхпа пĕрле ялти кульура çуртĕнче кĕтсе илесшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика