07:02 13 июля 2024 г.
Ҫирĕклĕ Шăхаль,Мучар, Кармалпа Элпуç ялĕсенче утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуллен "Питрав кунĕ" уява паллӑ тăваççĕ. Кăçал та ăна анлă программăпа хаваслăн уявларĕç.
Уява футбол вăййипе пуçларĕç, авланнисемпе авланманнисем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртрĕç. Питравăн илемĕ вара - чăваш кĕпи тăхăннă çамрăксен вăйă картинче. Вĕсем авалхи йăла-йĕеркене пăхăнса ташларĕç, юрларĕç. Спорт вăййисемсĕр те çак кун иртмест, программăра çемьепе канат туртасси, калуш ывăтасси, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, алă вăйне виçесси, кĕвентепе шыв йăтса ăмăртасси тата укçа банкине хупă куçпа çапса çĕмĕресси пулчĕ.
Уяв ячĕпе саламлани, пултаруллă çынсене чыслани те пĕлтерĕшлĕ самант. Ҫирĕклĕ Шăхаль территори пай пуçлăхе Воронова Инесса Петровна тата Елчĕк Ен тăрăхĕн депутачĕ Перепелкин Сергей Николаевич ял пурнӑçне активлă хутшăнакансене наградăларĕç.
Уявăн тепĕр ăмăртăвĕ 6 республика çыннисене пĕрлештерчĕ - Марий Эл, Чĕмпĕр, Удмурт, Пушкăрт, Тутар халăхĕ Кармал ялĕнче лашапа ăмăртма пуçтарăнчĕ. Урапа кӳлсе 17-ĕн ăмăртрĕç, юланутçăсем вара 6-ăн пулчĕç.
Культура ĕçченĕсем тата эстрада çăлтăрĕсем те куракансене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Уявăн спонсорĕсене уйрăм тав сăмахĕ - Александр Владимирович тата Владимир Леонидович Поповсем Питрав кунне йĕркелеме пулăшрĕç.
Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округа