Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Паттăр пулса çуралмаççӗ – паттăр пулса тăраççӗ» паттăрлăх сехечӗ

08:08 10 декабря 2022 г.

 Раштавăн 9-мӗшӗ – Тăван çӗршыв Паттăрӗ кунӗ. Çар мухтавӗн кунӗн тӗллевӗ те Тăван çӗршыв историне пӗлмеллине, унпа мăнаçланмаллине, халăхсен харсăрлăхӗпе ăс-тăнпа кăмăл-туйăм хаклăхне çирӗплетмеллине, ентешсен паттăрлăхне манмалла маррине палăртасси.

      Кашни ҫыннӑнах иртнӗ вӑхӑтри тата хальхи  геройсен ячӗсене, асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсене яланах асра тытмалла. XX ӗмӗрте кӑна икӗ тӗнче вӑрҫи, вырӑн пӗлтерӗшлӗ ҫӗршер тытӑҫупа хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫу пулса иртнӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем  вара кирек  ӑҫта та хӑйсен ҫар тивӗҫне яланах чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑрҫӑри тата тӑнӑҫлӑха хӳтӗлемелли тӗллевсене те ӑнӑҫлӑн татса параҫҫӗ.

     Çак куна халалласа Елчӗк районӗнчи Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта «Паттăр пулса çуралмаççӗ – паттăр пулса тăраççӗ»​ ятпа паттăрлăх сехечӗ иртрӗ. Калаҫӑва вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата ҫак шкултан 2016 ҫулта вӗренсе тухнӑ Антон Владимирович Долгов хутшӑнчӗ. 2021ҫулта Антон Владимирович Михайловски ҫар артиллеристика академине вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тÿрех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.

      Кашни ял-хулан хăйӗн паттăрӗсем пур. Эпир те хамӑр ҫитӗнтернӗ паттăрсене  ентешсене манмастпӑр вӗсен мухтавлă та сумлă ӗçӗсемпе мăнаçланатпӑр.
       Хальхи вӑхӑтра ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрун пуҫӗнче темиҫе пин-пин шухӑш явӑннине пула, паянхи паттӑра ҫине-ҫинех ыйтусем парса тӑчӗҫ.

       Паянхи калаҫӑва пӗтӗмлетсе Антон Владимирович Долгов хӑйӗн  шухăш-кăмăлне ҫапларах пӗлтерчӗ: ачаранах Тăван çӗршыва юратӑр, атте-аннене хисеплеме вӗренӗр, йывăрлăхсен умӗнче  нихӑҫан  та пуçа усмалла мар,  чăтăмлăхпа  чун  çирӗплӗхӗ  пулмалла, çынлăх пахалăхӗсене çухатмалла мар, яланах паттăрлăх кăтартма тӑрӑшӑр, спортпа туслашӑр, хăюллă та патвар пулса çитӗнӗр...
       Çакăн пек тӗл пулусем ирттерни çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк витӗм кӳретех.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика