Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫăлтăрсем патне, пĕлӳ патне, ĕмĕт патне – малалла каяр!

12:48 20 сентября 2022 г.

Кăҫалхи вĕренӳ ҫулĕнче кашии вĕренӳ эрни тунти кунхи «Чи пĕлтерĕшли ҫинчен калаҫатпăр» темăпа заняти ирттернинчен пуҫланать. Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулти 2-мĕш  класра К.Э.Циолковский ҫуралнăранпа 165 ҫул ҫитнине халалласа «Вĕҫме ĕмĕтленетĕп» заняти иртрĕ.

Класс ертӳҫи  вĕренекенсене К.Э. Циолковский ăславçăн тата ученăйăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем Циолковскийĕн  пархатарлă ĕҫĕ ҫинчен ӳкернĕ видеороликпа  паллашрĕҫ. Ученăйăн изобретейĕсемпе ĕҫĕсем космонавтикăна пысăк витĕм кӳни ҫинчен  пĕлчĕҫ. Вĕрентекен ачасене Совет тата Раççей ученăйĕсемпе ăславçисен тата космонавтсен тĕлĕнмелле пысăк çитĕнĕвĕсемпе ҫинчен тĕплĕн паллаштарчĕ. Кашни ачан куҫĕнче  ырри ҫинчен ĕмĕтленни палăрчĕ. «Ҫăлтăрсем патне, пĕлӳ патне, ĕмĕт патне – малалла каяр!» текен шухăшсем вĕҫсе илчĕҫ  тейĕн кашни ачан пуҫĕнче.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика