Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

15:20 25 апреля 2022 г.

Аслă Елчĕкри  пĕтĕмĕшлĕ  пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 19-25 – мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Çак уявран никам та пăрăнса юлмарĕ.

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хурăн» ача пахчинчи аслă ушкăнри ачасем  чăваш тĕррин асамлăхне туйрĕç. Тĕрĕ символĕсемпе паллашса тĕссене уйăрма вĕренчĕç. Çавăн пекех вулавăшра «Савнă çĕр –Чăваш çĕр-шывĕ»  тата»Аваллăха упрар»куравпа паллашрĕç.

6-9-мĕш классем хушшинче  «Илемлĕ чăваш чĕлхи»сочиненисен конкурсĕ иртрĕ.  Чи пултаруллине суйласа илме питĕ йывăр пулчĕ. Ачасем хăйсен сочиненийĕсенче тăван çĕр-шыва юратни, ăна упрама тăрăшни палăрчĕ. Чи лайăх сочинени вара 9-мĕш класра вĕренекен Матвеева Александра, Мартынова Дарья тата Афанасьева Даша  пулчĕç.

1-5 класс ачисем вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкерчĕç. Ачасем юмах паттăрĕсемпе туслă пулни палăрчĕ.5-10 классем Чăваш енĕн паллă çыннисем ятпа хаçатсем кăларчĕç. Ача пахчинчи ачасем «Кушакпа шăши» чăваш вăййи выляса савăнчĕç.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7-мĕш классем хушшинче «Кам нумайрах пĕлет» викторина пулса иртрĕ. Ачасем çак викторинăра хăйсен пĕлĕвĕсене уçса пачĕç.

Ача пахчинче аслă ушкăнра  иртнĕ «Тăван чĕлхе-пĕлÿ çăл куçĕ»уçă заняти пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачасем тăван  чĕлхепе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç.

Çавăн пекех Чаваш чĕлхи кунне халалласа  уяв концерчĕ пулчĕ. Ачасем хăйсен илемлĕ чăваш юррисемпе ташшисемпе савăнтарчĕç. Мĕн тери талантлă ачасем.

И.Я.Яковлев çуралнине халалласа кашни класра уçă класс сехечĕсем пулса иртрĕç. Унта ачасем И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл çырнă калавĕсене тишкерчĕç.

Çак эрнесем пулса иртни чăваш чĕлхине упрама, юратма, хисеплесе пыма вĕрентессе шанас килет.

 

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика