14:02 25 апреля 2022 г.
Тăван чĕлхе пурри – телей. Çав илемлĕ те çепĕç чĕлхепе кулленех ачасене калаçтарни, ăна хисеплеме те упрама вĕрентни пысăк сăвап. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир хамăр шкул ÿсĕмне çитмен ача садĕнче.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Хурӑн» ача садӗнче чăваш чĕлхи кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртрĕç. Воспитательсем ачасене тематика занятийӗсенче республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе, чӑваш вӑйисемпе тата чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе паллаштарчĕç. Тӗрӗ- чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗç тата ачасем. «Асамлă чӑваш тӗрри» презентаци пӑхрӗҫ.
Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа
Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района