Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăнкун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли

13:01 23 апреля 2022 г.

      Мăнкун– авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен «пасха» уявĕпе тÿр килнĕ. Мăнкун уявне хатĕрленсе çынсем  кĕҫнерни кунах çăмарта хĕретме пуҫланă Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6-мĕш класс ачисем  те ҫак куна пăхăнса уяв ҫăмартисем сăрларĕҫ. Вулавăш ертÿҫи Любовь Адюкова ачасемпе пĕрле ĕҫленĕ вăхăтра уяв историĕпе паллаштарчĕ.

      Мăнкун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли. Çăмарта шурри - Çут Тĕнче палли, çăмарта сарри – Хĕвел пали тесе палăртнă мĕн ĕлĕкрен. Ĕлĕкхи вăхăтра ҫăмартасене хĕрлĕ тĕспе анчах сăрланă. Тĕрлĕрен илемлетес йăла вара каярахпа пуçланса кайнă. Ҫак кун уяв сĕтелĕ çинче пурин те хĕретнĕ çăмарта  чи сумлă вырăнта.

     Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех пырать. Çак эрнере кашни кунах пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос чĕрĕлнĕ!» темелле, çавна май хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе хуравламалла та пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памалла.
      Мăнкун – çурхи уяв.  Кĕçех  çу кунĕсем пуçланĕҫ,   йывăç -курăк,   çарансем  чĕрĕлессе, хирте тырпул çитĕнме те пуҫлĕ.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика