Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Аваллăха упраса» вулавăшри курав

13:22 20 апреля 2022 г.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа 25-мĕшӗччен Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслă Елчӗкри  пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать.

Чăваш чĕлхин тĕп уявĕ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун − ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Ҫак уява халалласа вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова ӗлӗкхи кил-ҫуртри кивелнӗ япаласенчен «Аваллăха упраса» ятлă курав йӗркеленӗ.  Пурнӑҫ улшӑннӑ май çынсем кулленхи чылай ĕç хатĕрĕпе усă курма пăрахса пыраҫҫĕ. Ҫавна пула ĕлĕкхи япаласене пĕлтерекен сăмахсемпе халĕ сайра хутра çеç усă кураççĕ е вĕсем чĕлхерен пачах тухса ÿкеҫҫĕ. Хальхи саманара тăпач, сутник, теçетник, пăт, пăтавкка, клеме, кусиле, авăн сăмахсене чылайăшĕ пĕлмеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пĕлтерекен япали е ăнлавĕ халĕ çук ĕнтĕ. Япалипе пĕрлех манăçа тухнă вĕсем.

Любовь Германовна ачасене арчари ӗлӗкхи япаласене те кăлара-кăлара кăтартрӗ, асанне-асаттесем урине тăхăннă ҫăпатана мӗнлерех сырни пирки те тӗплӗн  каласа  пачӗ. Ĕлĕкрен упраннă япаласене алăпа тытса пăхмасăр чăтма май та ҫук.  Кураври   кашни  япалана  сăнанăҫемĕн  ачасен куҫĕсем хавхаланупа ҫиҫни вĕрентекенсене савăнтарчĕ.

 

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика