Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хамӑр ентеш Лидия Александровна Шакова артиста халалласа

10:54 21 марта 2022 г.

    2022 çул – Чăваш Республикинче паллă ентешсене халалланă çулталăк. Ҫак асӑннӑ ҫул пире кашни кунах чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе паллашма хистет. Вĕсен хушшинче ӳнерçĕсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешĕмĕрсем те чылай.

    Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе мӑнаҫланать. Пирĕн Аслӑ Елчӗк ялӗ те мухтава тивӗҫлӗ, тӗслӗхлӗ çынсемпе палӑрса тӑрать. Виҫӗ пӗртӑван Волковсене тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Виталий Адюков юрӑҫпа  Николай Карлин композиторӑн та курӑмлӑ ӗҫсӗсем чылай. Владимир Агеевпа, Владислав Немцев скульпторсем тата Узбекистан ССР халӑх артистки ятне ҫӗнсе илме пултарнӑ Лидия Шакова ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ.

     Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем Шакова Лидия Александровна  пултаруллӑхӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ. Вӑл та алӑ ҫине пуканесем  тӑхӑнтарса ҫӗр-ҫӗр сӑнар калӑплама пултарнӑ-ҫке. Мӗн пӗчекренех артист пулма ӗмӗтленнӗскер хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртенх вӑл.

     6-мӗш класра вӗренекенсем Любовь Германовна Адюкова ертсе пыракан «Хаваслӑх» пукане театрне кӑмӑлласах ҫÿреҫҫӗ. Сцена ҫинче кӑтартмалли юмахсен шучӗ те чылай вӗсен. Халиччен хӑйсен пултаруллӑхне ҫамрӑк артистсем пӗрле вӗренекен юлашӗсем тата  хамӑр ялти ача пахчинчи шӑпӑрлансем умӗнче ҫеҫ кӑтартма пултарнӑ. Ҫак кунсенче кружока ҫÿрекен улттӑмӗш класри ачасем Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫитсе хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Кашни куракан ачан савӑнӑҫлӑ кулли тата ялтӑртатса ҫиҫекен куҫӗ ҫамрӑк артистсене тата та ҫӗнӗ юмахсем калӑплама хавхалантарчӗ.

    «Ӗмӗтлӗ ҫын ҫунатлӑ теҫҫӗ», - халӑхра. 6-мӗш класра вӗренекен ачасен те ӗмӗчӗсем пӗччӗккӗн пурнӑҫӑ кӗрсе пыма пуҫларӗҫ.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика