Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мухтавлă ентешсемпе мӑнаҫланатпӑр…

14:08 20 января 2022 г.

     Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çул Мухтавлӑ  ентешсен  ҫулталӑкӗ  тесе палăртнă. Çак ырӑ сӗнӗве тӗпе хурса  Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 6-мӗш класра вӗренекенсем  «Мухтавлă ентешсемпе мӑнаҫланатпӑр» ятпа класс сехечӗ ирттерчӗҫ.  Кашни вӗренекенех чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе паллаштарчӗ. Вĕсен хушшинче хамӑр Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ÿснӗ паллӑ ҫынсем,  Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ  ӳнерçĕсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешĕмĕрсем те пулчӗҫ.

       Класс ертÿси Л. Г.Адюкова Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтӗнчи  «Мухтавлă ентешсемпе пĕрле 365 кун» проектпа паллаштарчӗ. Унта республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсемпе тата ун тулашĕнчи хастарӗсемпе паллашма пулать. Сайтра кашни мухтавлă ентешĕмĕр пирки тĕплĕ çырса кăтартнă. Ку вӗренекенсемшӗн ҫеҫ мар вӗрентекенсемшӗн те питӗ паха проект.

    Паянхи  калаҫӑва пӗтӗмлетсе  6-мӗш класра вӗренекенсем  хӑйсем те чăвашсен  паллă ывăл-хӗрӗсем ҫинчен тата та ытларах пӗлес тӗллевпе пуҫтарнӑ материалсемпе хӑйне евӗр «Мухтавлă ентешсемпе мӑнаҫланатпӑр» ятлӑ  проект тума шутларӗҫ. Çапла тӗллев лартса класс ертÿҫипе пӗрле ӗҫе те пикенчӗҫ хастарсем.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика