Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен регионсен семинарӗ «Урок тулашĕнчи ĕçе ашшĕ-амăшне мĕнле явăçтармалла?»

12:00 27 декабря 2021 г.

Чӑваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕнче  «Урок тулашĕнчи ĕçе ашшĕ-амăшне мĕнле явăçтармалла?» ятпа семинар ирттерчĕ.

Семинара пынисене чи малтанах Чăваш Республикинче ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн директорĕ Луиза Григорьева саламларĕç.

Малалла семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи Анна  Семеновна Егорова ертсе пычĕ.

Чăваш чĕлхине упрас ӑна  аталантарас енĕпе  нумай тӑрӑшса ӗҫлекен класс ертÿçи, Елчĕк районӗнчи Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслă Елчĕкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти Любовь Германовна Адюкова,  ашшĕ-амăшĕпе хӑй еплерех майпа ĕçлесе пынин  ӗҫ опычĕпе паллаштарчĕ. Хай кулленх ÿкерсе пынӑ тата ӗҫре усӑ курма тесе хатӗрлесе пынӑ видеоликсен пуххипе ыттисене те усӑ курма сӗнччӗ.

Ашшĕ-амăшне тĕрлĕ конкурса явăçтарасси çинчен, «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх çемье» конкурса мĕнлерех ирттерни пирки Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Петрова каласа пачĕ.

Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Нина Егорова чăрăш теттине алăпа ăсталама, ăна чăваш тĕррипе илемлетме вĕрентрĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем «Чăваш арчи» проект урлă ачасене чăваш чĕлхипе мĕнлерех кăсăклантарнине кăтартса пачĕç.

Çĕнĕ çул умĕнхи семинар пуриншĕн те усăллă пулчĕ, уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика