Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хавхалану» фестивалӗн ҫӗнтерÿҫисем

12:33 26 октября 2021 г.

Ҫурла уйӑх 23-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗччен  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Шупашкарти  Г.Н.Волков ячӗпе хисепленсе тӑракан 62-мӗш вӑтам шкулта «Хавхалану» фестиваль-конкурс иртрӗ.   

     Ҫак конкурс шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне тата та ÿстерме пулӑшать.

   Фестиваль-конкурс 6 номинаципе иртет. Кашни ҫулах асӑннӑ фестиваль ҫӗнӗлӗхсемпе анлӑланать. Кӑҫалхи ҫул вара хатӗр ӗҫсене видео ÿкерсе ярса памалла.

   Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗренекесем те кашни ҫулах ҫак асӑннӑ конкурса тулли кӑмӑлпах хутӑшнаҫҫӗ. Ҫулсерен Л.Г.Адюкова хавхалантарнипе ҫак фестиваль-конкурса унӑн вӗренекенӗсем хастаррӑн хутшӑгаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул пӗрремӗш класра ӑс пухакансем те О.Т.Казначеева ертсе пынипе хӑйсен артист пултаруллӑхне республика шайӗнче кӑтартса пама кӑмӑл турӗҫ.

     Ҫак икӗ ÿсӗмри  ачасем пӗр юмахпах конкурса хутшӑнчӗҫ.Ултӑмӗшсем «Ватти вӗренттӗр-ҫамрӑкки итлетӗр» юмаха рольсем тӑрӑх ӑста выляса видеоюмах ÿкерчӗҫ, пӗрремӗшсем вара инсценировка хатӗрлерӗҫ. Пӗтӗмлетÿ тунӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш классем ҫӗнтерÿҫӗ ята тивӗҫрӗҫ,улттӑмӗшсем иккӗмӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ. Пултаруллӑ та маттур ачасене тата вӗсен ертÿҫисене малалла та хастарлӑ пулма  ӑнӑҫу сунас килет.

https://www.youtube.com/watch?v=9UuzukEbsWs 1кл.

https://www.youtube.com/watch?v=yIGF3U8088I 6 кл.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика