Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Геннадий Никандрович Волков ҫуралнӑ ҫуртра шкул ачисем экскурсинче

12:12 21 октября 2021 г.

Юпа уйӑхĕн 31-мĕшĕнче Аслӑ Елчĕк ялĕнчен тухнӑ паллӑ ӑсчахӑмӑрӑн, Геннадий Никандрович Волковӑн, ҫуралнӑ кунĕ. Вӑл 1927 ҫулта ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал вӑл 94 ҫул туларнӑ пулĕччĕ. Геннадий Никандрович чӑваш халӑх йӑла-йĕркине упраса хӑварас, чӑвашлӑха, ҫынлӑха ҫухатас мар тесе тӑрӑшнӑ. Хӑй ҫырнӑ хайлавĕсенче, юмахĕсенче атте-аннене сума сума, тӑван чĕлхене, тӑван ҫĕре юратма, ырӑ пулма, пĕр-пĕрне пулӑшма вĕрентнĕ. Г.Н.Волков хӑй ҫуралнӑ ҫĕршыва ылтӑн сӑпкапа танлаштарнӑ. Тĕнчен кирек хӑш кĕтесне кайсан та тӑван ял, ашшĕ лартнӑ йӑмрасем, ачалӑхра ҫарран чупнӑ урамсем унпа пĕрле пулнӑ: чĕринче, пуҫĕнче, ӳт-пĕвĕн кашни хусканӑвĕнче.

Аслӑ вĕрентекен ҫуралнӑ ҫурт паянхи кунччен те аякранах хитрен курӑнса ларать. Кĕҫĕн класра вĕренекен ачасем унта экскурсине кайса курчĕҫ. Паянхи кун ҫурта Карамаликовсен ҫемйи тирпейлесе пӑхса тӑрать. Таса та тирпейлĕ ҫуртра ачасемшĕн кӑсӑкли, ку таранччен курманни те пулчĕ. Чунри тӑнӑҫлӑхпа тата ырӑ туйӑмпа ачасем килĕсене кайрĕҫ. Ҫак пĕчĕк шӑпӑрлансем хушшинче аслӑ вĕрентекен ĕҫне малалла тӑсакансем пуласса шанас килет.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика