Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ӳкессине пӗлсе тӑрсан ˗ тÿшек сарса хурсан аван…

16:14 23 сентября 2021 г.

   «Ӑҫта ÿкессине пӗлсен тÿшек сарса хурӑттӑм теҫҫӗ»,- халӑхра. Анчах та шӑпа пире малтан мӗн пулассине систерсех каймасть ҫав. Ăнсăртран сиксе тухнă инкекре çеç мар, ятарласа тунинче те татăлать-çке çын пурнăçĕ. Çын чунсăрланса, хаярланса пынине мĕнпе сăлтавламалла-ши?

   Ҫакӑн евӗр калаçу тавра  сăмах пуçарчӗ те ӗнтӗ Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пěтěмěшле пěлӳ паракан вӑтам шкулта  психолог-вӗрентекен пулса тӑрӑшакан Л.Г.Адюкова 10-11-мӗш класра вӗренекенсемпе.

    Калаҫу юмах итленинчен пуçланчĕ. «Çулпала  Юрату, Пуянлӑх тата Сывлӑх пынӑ тет. Каç пулсан вĕсем пĕр çурт алӑкĕнчен пырса шакканӑ, çĕр каçма кĕртме ыйтнӑ тет. Кил хуçи алӑка уçнӑ та: «Пирĕн пĕр вырӑн çеç. Хӑшне кĕртмелле-ши, килтисенчен ыйтам-ха»,- тесе каялла кĕрсе кайнӑ тет… Çак юмаха итлесе ачасем шухӑша кайрĕç. Тĕрлĕрен хуравсем пачĕç. Ҫавӑн пекех вĕренекенсем тĕрлĕ вӑйӑсем вылярĕç, кулленхи пурнӑҫра йĕркене пӑхӑнса пурӑнас, асӑрхануллӑрах пулмалли   пирки те манмалла маррине асӑнчӗҫ. Паянхи калаҫу ачасен кӑмӑлне те тивӗҫтернине вара  вӗсен ашӑ куҫӗсенчен туйма пулчӗ.

   «Асӑрхануллӑрах пулӑр - пурнӑҫра кӗтмен инкек пайтах»,- тесе пӗтӗмлетрӗ паянхи калаҫӑва Любовь Адюкова психолог-вӗрентекен.

 

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика