16:44 03 августа 2021 г.
Шкул пурнăçĕ халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăрать. Патшалăхри лару-тăру та, Федерацин патшалӑх вӗренӱ стандарчӗсем те вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистеҫҫӗ. Мускаври «Просвещение» издательстви кӑларнӑ 5-мӗш классем вали хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисем шкулсене ҫитрӗҫ. В.Я.Коровина, В.П.Журавлев, В.И.Коровин «Литература», А.Г.Мерзляк, В.Б.Полонский, М.С.Якир, «Математика», О.В.Афанасьева, И.В.Михеева, К.М.Баранова «Английский язык». Вӗренÿ кӗнекин авторӗсем ҫак кӗнекесене пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӗренÿ организацийӗсенче усӑ курма Федерацин патшалӑх вӗренÿ стандарчӗпе тата 5-мӗш классен ятарлӑ тӗслӗх программипе килӗшÿллӗн хатӗрленӗ. Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсем ҫак вӗренÿ кӗнекинчие ҫӗнӗлӗхсемпе паллашса тишкерме те пултарчӗҫ. Вӗренÿ кӗнеки пиллӗкмӗш класс ачисене тарӑн пӗлÿ илме пулӑшатех.
Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа
Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района