Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Тăван ялăм, ачаран сана эп савӑп"- урок-экскурси

07:30 15 мая 2021 г.

      Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван ял, тӑван кил… Çак сӑмахсем чунра чи хаклӑ, чи ҫепӗҫ чи ӑшӑ хаваслӑ туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ. Куҫ умне тӑван тавралӑх, йӑмраллӑ ял, атте-анне килӗ тухса тӑрать. Тӑван кӗтесрен пахи тата мӗн пур-ши? Кашни ҫыннӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ тӑван килте иртет-ҫке.

       Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 5-мӗш класра  «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» темӑпа пуплевпе ҫыру ӑсталӑхне аталантармалли урок иртрӗ.

Йӑлана кӗмен урок-экскурсие чӗлхипе литературине вӗрентекен Л.Г.Адюкова ҫутҫанталӑкра ирттерчӗ.

    Тăван çĕршыв…Ăçтан пуçланать-ши вăл? Тен, чÿречерен кĕрекен хĕвел пайăркинчен? Тен, пÿрт умĕнчи хурăнсенчен. Ҫак ыйтусем ҫине хурав парса тата ял урамӗпе киленсе пынӑ хушӑра  ачасем тӑван яла мӗнлех юратни, хӑйсене хӑш вырӑн ытларах тыткӑнлани пирки каларӗҫ, сочинени тӗслӗхӗсене вуласа пачӗҫ.

     «Манǎн Тăван çĕр шывăм, Аслӑ Елчӗк ятлӑ. Вăл питӗ пысăк, лайăх вырăнта вырнаçнă. Ял варринче пĕчĕк çеç пӗве пур. Шыв хӗррипе кашни утӑмра тенӗ пекех йӑмра, тирек, тӱпенелле кармашаҫҫӗ.Шывӗ пур пулсан, пулли те пур,паллах. Кунӗн-ҫӗрӗн хур-кӑвакал шывра пӗр-пӗринпе тытмалла выляҫҫӗ.

Ман тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс, пăхса илен те, кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать.Тавралăх шăпланать. Ирхине вара ĕçчен чăваш халăх ĕçе тытăнать…»

   Ял сӑн сӑпатне тепӗр темиҫе ҫултан танлаштарса пӑхас тӗлӗшпе видеосюжетсемпе  сӑнÿкерчӗксем те ÿкерттертӗмӗр.

    Пирӗн ентеш, паллӑ ӑсчах Г.Н.Волков этнопедагог ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ пылак»,- тенӗ вӑл. Ку, чӑнах та, ҫапла пулӗ.

«Яланах пурăн эсĕ Тăван çĕршывăм. Ан сÿн çеç. Эсĕ пире яланах кирлĕ»,- тесе пӗтӗмлетрӗмӗр паянхи урок-экскурсие.

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика