Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паттӑрсене халалласа ирттернӗ литература урокӗ

10:15 01 мая 2021 г.

    Тăван  çĕршыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Этемлĕх историйĕшĕн вара çак тăватă çул – нихçан та асран тухман вăхăт. Фашизм пирӗн ҫӗршыва мӗн чухлӗ хурлӑх, асап кӳни чылай ҫул иртсен те манӑҫмасть.

    Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 5–мӗш класра вӗренекенсем тӑван литература урокӗнче Ольга Туркай ҫырнӑ «Пахчари ҫӗмӗрт» лирикӑллӑ новеллипе паллашрӗҫ. Хайлава вуланӑ май ачасем  кашни киле хуйхă, çухату, ырату, куççуль  еплерех килнине туйма пултарчӗҫ.

    Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 76 ҫул ҫитрӗ.  Асӑннӑ урок паттӑрлӑхпа Ҫӗнтерÿ кунне халалласа ытти  чухнехинчен  урӑхларах иртрӗ.    

     Вăрҫă – этемлĕхĕн чи хăрушă тăшманĕ. Вăл пĕр шеллемесĕр, нимĕнле саккуна, йĕркене пăхăнмасăр ҫын пурнăçне вăхăтсăр татнӑ.

     Ҫак урока тӗпе хурса, ачасем те хӑйсен  мӑн аслашшӗсем ҫинчен тӗпчесе, вӗсем ҫинчен  мӑнаҫланса каласа пама пултарчӗҫ.

  «Вăрçă никама та, ниме те хĕрхенмест çав. Манăҫмаҫҫĕ вăрҫă кунĕсем, ҫухалмаҫҫĕ паттăрсен ячĕсем. Тек нихăҫан та этемлĕхшĕн вăрҫăллă, ҫухатуллă, йывăр кунсем ан пулччăр. Çухату, ырату мĕнне пĕлмелле ан пултăрччĕ пирĕн!», – ҫапларах пӗтӗмлетÿ турӑмӑр урока вӗҫленӗ май.

 Видео https://www.youtube.com/watch?v=-08IHfmeFJg

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика