Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулавӑшри чӑваш чӗлхи эрнин пӗтӗмлетӗвӗ

17:03 27 апреля 2021 г.

   Тӑван халӑха ҫутта тухма пулӑшакана И.Я.Яковлева халалланӑ эрнере  Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑшра та тӗрлӗ мероприятисем пулса ирттерчӗҫ.

    «Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе -150 ҫул» ятпа хатӗрленӗ экспозиципе эрне тӑршшӗпех ачасемпе вӗрентекенсем паллашма пултарчӗҫ.  3-мӗш класра вӗренекесем И.Яковлевӑн  «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнекипе паллашрӗҫ. Унти юмахсене  вуланӑ май ачасем ырӑ сӑмахсене тата та ытларах ӑша хыврӗҫ.

     Ламран-лама куҫса пынӑ  асатте-асаннесен  ырă йăлисене  манăçа кӑларас мар тесе 2-мӗш класра вӗренекесем ӗлӗкхи  ырă йăласенчен пĕринпе – вăйă картине тухнипе палӑрчӗҫ. Ачасем хӑйсем те вăйă картине  йĕркипе тăрса, алла-аллăн тытăнса, юрă-кӗвӗ ҫемӗпе киленчӗҫ.

    Чӑваш халӑхӗн патриархӗ И.Я.Яковлев хай хыҫҫӑн килекен ӑрусем валли  пысӑк Халал ҫырса хӑварнӑ. Унӑн пӗлтерӗшне ӑнланса  илсе ӑша  хывасси кашни ҫыннӑн  тивӗҫӗ.  Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн пехилне ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру патне илсе ҫитересси вара вӗрентекенсемшӗн хайне майлӑ яваплӑх.

      Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăрантпа 150 çул çитнине халалланӑ эрнен ярӑмне пӗтӗмлетсе 5-мӗш класра вӗренекенсем «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» фильм курчӗҫ. Самана кӑшӑлне вырӑнаҫми И.Яковлев ӗҫӗ пирки кӗске те витӗрÿллӗн каласа паракан фильм пиллӗкмӗшсемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Фильма репортаж пек  хатӗрленӗ. И.Яковлевӑн 8 теҫеткене тӑсӑлнӑ кун-ҫулне ҫутатса паракан ӗҫ шкул  ачисене те ӑнкарма ансат.

     Аваллӑх авӑрӗнче шыравҫӑсем ыйту-хурав ҫекӗлӗпе ҫаклатса кӑларнӑ чӑнлӑхсем шкулта вӗренекен ачасен чӗри таппинче те килӗшу тупаҫҫӗ.

Видеоролик  https://www.youtube.com/watch?v=jTzihAkMUko

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика