16:32 12 апреля 2021 г.
Апрелӗн 12-мӗшӗ Раççей çыннисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кун. 1961 çулхине çак кун тӗнче историйӗнче пӗрремӗш хут космоса Совет çынни Юрий Гагарин парăнтарнă. 1968 çулччен апрелӗн 12-мӗшне Совет Союзӗ кăна паллă тунă-ха, 1968 çулта вара Пӗтӗм тӗнчери Авиаци федерацийӗ хӗвел анăçри патшалăхсене те çак куна авиаципе космонавтика уявӗ пек йышăнма сӗннӗ.
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑшра ҫак пӗлтерӗшлӗ куна халаласса кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Кураври кӗнекесем космонавтсен пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ сӑнласа параҫҫӗ, вӗсен кун-ҫулне те палӑртаҫҫӗ.
Пирĕн ентешсен паттăр ĕçĕсем тĕнче историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Ҫавӑн пекех мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, курăмлă тӳпе хывнипе те вуласа паллашма пулать ҫак куравра.
МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района
Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа