Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулавӑшри Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă "Астӑвӑм" асăну куравӗ

15:31 01 февраля 2021 г.

    Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтӗлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ.

    Шкулсенче хальхи вăхăтра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен  паттăрлăхне  халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ.

    Таван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫин шавӗ Чӑваш Ене ҫитмен пулсан та пирӗн халӑх историне тарӑн  йӗр хӑварма пултарнӑ. Вӑл тылра нушаланнисен йÿнӗпе тата куҫҫулӗпе тулнӑ.

     Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑшра "Астӑвӑм" темӑпа асăну куравӗ йӗркеленӗ. Кураври кӗнекесене вуланӑ май шăпах асăннă çулталăкри историллӗ тапхӑрсемпе паллашма пулать. Унтанпа сакăр теçетке çул çитет пулин те, çав вăхăтсене куççульсĕр аса илме çук. Ытла та йывăр пулнă-çке шартлама сивĕ тăнă çанталăкра вăрçă хирне тухса каяйман ватă-вĕтĕне, хĕр ачасене.

     Историрен çакă паллă: Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Кӗркунне фашист Мускав ҫывӑхенчех пулнӑ. Ҫаванпа та чылай регионта тӑшмана чарма хÿтӗлев чиккисем тума йышӑннӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе васкасах чӑваш халӑхе те  кÿленнӗ. Сӑр хӗррипе  Улатӑр тӑрӑхӗнчен пуҫласа Етӗрнене ҫитиччен тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен Тавай таранах хÿтӗлев чиккисем чавма пуҫӑннӑ.  Унта 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. 3 уйӑх ытла шартлама сивве чӑтса 380 ҫухрӑм тӑрршӗ танксем каҫмалла мар варсем чавнӑ. Пӗтӗмпе 5 миллион кубла шӑн ҫӗр хускатнӑ.

     Хуласемпе ял-поселок тавра оборона линийĕсем тăвасси чăнласах пĕтĕм халăх ĕçĕ пулнă. Чăваш Енре вĕсене чавас çĕрте вун-вун пин çын ĕçленĕ. Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать. Вăл çак пулăма халăхăн чăн-чăн паттăрлăхĕ тесе палăртать. Пирĕн çав паттăрлăха асра тытмаллах. Нимĕн те ан манăçтăр.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика