Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хыпар» хаҫат - 115 ҫулта

16:36 21 января 2021 г.

   Кӑрлач уйӑхӗ паллӑ кунсемпе пуян. Иртнӗ эрнере республикӑра Раççей тата чăваш пичечӗн кунӗсем иртрӗҫ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, "Хыпар" издательство ҫурчӗ 115 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑм. "Хыпар"- чи паллӑ хаҫатсенчен пӗри. Ӑна пуҫарса яраканӗ пултаруллӑ та ӗҫчен ҫын Николай Никольский пулнӑ.

  Халӗ вӑл ҫичӗ хаҫата тата икӗ журнала пӗрлештерет. Хыпар" издательствин кӑларӑмсем питӗ нумай: «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Хресчен сасси», «Тантӑш», «Тетте» тата ытти те.

     Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑш та ҫулсеренех тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнать. Ачасен чи юратнӑ кӑларӑмӗ вара – «Тантӑш» тата «Тетте». Ҫак хаҫат-журнала  пӗчӗккисем те ҫитӗннисем те юратсах вулаҫҫӗ. Вӑл ачасене тӗрлӗ ӳкерчӗксемпе, пуҫ ватмалли ыйтусемпе, касӑклӑ статьясемпе тыткӑнлать.     

       "Хыпар" яланах ыррине хыпарлатăp, чăваш халăхĕн пурнăçне яланхиллех туллин çyтаттăp. Юратнӑ «Хыпар» хаҫата 115 ҫул тултарнӑ ятпа чунтан саламланӑ май ӑна ҫӗнӗ ӳсӗмсем туса пырса, чӑваш халӑхне тата нумай-нумай ҫул савӑнтарса пурӑнма сунатӑпӑр.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика