12:08 01 сентября 2020 г.
Паян Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Пӗлӳ кунӗнче шкул партти хушшине 125 ача ларчӗ. Вӗсенчен 9-шӗ — пӗрремӗш хут. Тин кӑна ача сатӗнчен тухнӑ ачасем паянхи кунтан сумкӑсем ҫакса шкулалла ӑс пухма ҫӱреме пуҫлӗҫ.
Çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне шкул директорĕ Н.А.Волков саламларӗ. Пӗрремӗш шӑнкӑрава кӑҫал вунпӗрмӗш класра вӗренекен Убасев Данилапа пӗрремӗш класс вӗренекенӗ Обручкова Ульяна пачӗҫ.
Пурне те ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗпе пысӑк ҫитӗнӱсемпе вӗренсе пыма телей сунатпӑр!
МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района
Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа