Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ашше -амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ

11:40 17 ноября 2014 г.

2014 çулхи чÿк уйăхĕн 13 – мĕшĕнче Аслă Елчĕкри  Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ашшĕ – амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Унта шкул ертÿçи Н.Ф. Малышкин 2013 – 2014 вĕренÿ çулĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен, предмет олимпиадисен кăтартăвĕсене хак  пачĕ. Кăçалхи раштавăн 3 – мĕшĕнче литературăпа сочинени çырмалли  йĕркесене уçăмлатрĕ.

Вĕренÿри ÿсĕм воспитани процесĕпе тачă çыхăннă. Хальхи вăхăтра 108 ача предмет кружокĕсене, 31 – шĕ Елчĕкри искусство шкулне çÿреççĕ. Ялти информаципе культура центрĕ çумĕнчи ташă кружокне çÿрекенсем – 49 – ăн.

Николай Федорович çавăн пекех юсав ĕçĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Кăçал ашшĕ – амăшĕсем тата спонсорсем пулăшнипе видеосăнав  хатĕрĕсем вырнаçтарнă, кухня урайĕсене плита сарнă, шкул алăкне тимĕрлипе улăштарнă.

Пухăва çавăн пекех Елчĕк район тĕп больницин тухтăр наркологĕ Шакова Рената Николаевна хутшăнчĕ. Вăл ачасене туртмалли хутăш хатĕрĕсен, наркотик, алкоголь сиенĕ çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ.

МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика