Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:21_ Тыр-пула пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртер

00:00 18 августа 2009 г.

15:21_ Тыр-пула пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртер
 Кăçал хăш-пĕр регионсенче çумăр çуманнине пула колхоз тата фермер хуçалăхĕсен умне йывăрлăхсем тухса тăнă. Тырă-пулă пулман вырăнсем те чылай. Пирăн чăваш çĕрĕ çинчен ун пек калама çук. Ăнса пулнă тыр-пула вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртесси - ял ĕçченĕсен çирĕп тĕллевĕ. Аслă Таяпари йĕтем çинче ĕçлекенсем те çавна лайăх ăнланаççĕ. Нумай çул кладовщикра ĕçлекен Блинов С.Г. , Иванова Р.Г бригадир ертсе пынипе кĕлет умне килнĕ пĕрчĕллĕ пуянлăха вăхăтра сăвăрса тата типĕтсе кĕлете кĕртсе пыраççĕ. Кашни çул кĕлет умне тухса ĕçлекен : Осипова З, Андреева З, Мышкина Л, Овчинникова В, Кульмакова Е, Бурмистрова Л, Евдокимова Л, Лисицина Г, Никонорова Л тата ытти ял ĕçченĕсене те лайăхпа асăнса хăвармалла. "Çуркунне вăрлăха им-çамланă вăхăтра та çавсемех ĕçлеççĕ. "Тырра кĕлете кĕртеççĕ, кĕлетрен кăлараççĕ",- тет вĕсем çинчен ырăпа асăнса Блинов С.Г. кладовщик. Кăçал Аслă Таяпа ялне кỹршĕ хуçалăхсенчен те килнĕ. Акă, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчен килнĕ Муравьев В. водитель типĕтнĕ тырра кĕлете кĕртсе пырать. Вăл хастар ĕçлени куç умĕнчех курăнать. Сядуков В.Н. юлташа та мухтаса хăвармалла. Вăл тырă аллакан тата сăвăракан сортировкăсене вăхăтра юсаса ĕçлеттерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика