Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:40_ Питрав уявĕ

00:00 14 июля 2009 г.

      Шуршу ялĕнче Питрав уявĕ. Шуршусем уявсене хăйсене кирлĕ пек йĕркелеме пĕлеççĕ. Авалхи йăла-йĕркесене паянхи кун та тытса тăма тăрăшаççĕ вĕсем. Питрав уявĕ те вĕсемшĕн - кĕтнĕ уяв. Чăваш кĕписемпе тĕрленĕ саппунсене тăхăнса хĕрсем вăйă картине васкарĕç. Çак кун маттур та пултаруллă Шуршу хĕрĕ-юрăçă Алина Варна, чăваш Наци радио журналистчĕ, ертсе пыраканĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистчĕ Валерий Иовлев тата Чăваш Патшалăх телевиденийĕн, "Вести Чувашия" кăларăмăн режиссерĕ, пирĕн ентеш - Зоя Яковлева хăнара пулчĕç. Вĕсем пирĕн йăла-йĕркесене тĕпчерĕç, пирĕнпе пĕрле савăнчĕç, ватă çынсемпе те калаçрĕç. Ял тăрăх чăваш вăййисен юрри-ташши юхрĕ те юхрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика