Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:42_ Питрав - чăвашсен уявĕ

00:00 10 июля 2009 г.

14:42_ Питрав - чăвашсен уявĕ
 Утă уйăхĕнчи чи паллă кун чăвашшăн - Питрав. Вăл çулсеренех июлĕн 12-мĕшĕнче килет. Тĕпрен илсен, авалхи чăвашсен йăли-йĕркипе - пирĕн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсем вăхăчĕпе ĕçлеме, вăхăчĕпе савăнма пĕлнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте те хĕрсем утă çулма тухнă чухне уяври пекех хитре тумланма тăрăшнă. Питрава уявланине курма кỹрш. ялсенчи хур.нташсен хĕрĕсемпе каччисем те нумайăн килнĕ. Вăйă калама çав хĕрсем те тăнă. Çавна пула Питрав кунĕ хĕрсен вăййи урам урлă виç-тăватă картана пайланса тăма лекнĕ. Вăйă карти, пĕр урамран тепĕр урама куçса пырса, пĕтĕм яла вăйă янратса илем кỹрсе пынă. Вăйă курма кашни килти хăна-вĕрле урама тухнă, савăнса пăхса тăнă. Вăйă картинче вăйă пуçĕ питĕ пысăк вырăн йышăннă. Унăн пур çамрăка та хăй хыççăн ертсе пымалла, вăйă йĕркине пĕлмелле, сăвă-юрă, такмак сăмахĕсене шыв юххи пек шăрантармалла пулнă. Каччăсем вăйă картисем хыçĕнчен утнă. Пĕтĕм çамрăк çапла савăннă. Хăш-пĕр каччăсем вара хăйсен савнă хĕрĕсене вăйă картинчен кăларса, мăшăрăн-мăшăрăн вăйă карти хыççăн утнă. Питрав кун вара хĕвел тухичченех çаран çинче, вăйă вырăнĕче юрланă, апатланнă. Питрав - уй- хире хỹтĕлекен кунĕ, "çак кун çавуна, çурлуна хатĕрлесе хур, часах хĕрỹ ĕççи пуçланать",- тенĕ. Утă уйăхĕн 20- мĕш кунĕсенче хресчен тырă вырма тухнă. Тыр-пул ỹстерекенсемшĕн çав тери хаклă, хĕрỹллĕ вăхăт пуçланнă. Çавăнпа ваттисем çапла каланă, "Кахал кăна тырă вырнă вăхăтра авланать",- тенĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн çынсем кайăксем сахалтарах юрланине асăрханă. Куккук авăтнине сăнанă, куккук Питравччен пĕр эрне маларах авăтма чарăнсан, хĕл кая юлса килет, тенĕ. Юлашки хут вăййа Питрав кунĕн каçĕнче ял урамĕнче ирттернĕ иккен. Ун хыçç.н вăййа тек тухман Вăййа халĕ те хăш-пĕр ялсенче тухкалаççĕ-ха, анчах та сахал çĕрте. Вăйă юррисем те манăçа тухса пыраççĕ. Нумаях пулмасть вара Аслă Таяпара та мĕн çутăличченех вăйă юррисем шăранчĕç. Ун пек илемлĕхе, кăмăл çĕкленĕвне халĕ нимĕнле уявра та тĕл пулаймăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика