Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Новости из МБОУ "Аранчеевская ООШ": „Чăваш тĕнчи” конкурсра.

00:00 13 апреля 2012 г.

Автор: Малова Г.И.

       Ака уйăхĕн 11–мĕшĕнче ачасене çĕр-шывĕпе чапа тухнă паллă çынсемпе паллаштарас, тавра курăмне аталантарас тĕллевпе Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче наци культурин „Туслăх хĕлхемĕ” республика фестивалĕн районти тапхăрĕн „Чăвашлăх тĕнчи” тĕпчев ĕçĕпе мультимеди презентацийĕсен конкурсĕ иртрĕ.Унта 7-9-мĕш классенче вĕренекенсен виçĕ темăран пĕрне суйласа илсе çакăн пек  ĕçсем  тăратмалла пулнă: 1. „Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх”; 2. „Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем”; 3. „Н.И.Ильминскипе В.К.Магницкий” – халăхсене çутта кăларакансем”.

      Конкурса Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Малова Анастасия хутшăнчĕ (ертÿçи Малова Галина Ивановна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен). Вăл „Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх” номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн тĕпчев ĕçĕпе  мультимеди презентацине ака уйăхĕн 17-мĕшчен республика шайĕнче иртекен конкурса  тăратма тивет. Ăна çĕнтернĕ ятпа саламлатпăр, малалла та пысăк ăнăçусем сунатпăр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика