Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:00_Шуршусем вăйăра савăнчěç.

00:00 13 июля 2010 г.

15:00_Шуршусем вăйăра савăнчěç.

        Чăваш халăхěн ăс-хакăл пуянлăхě  иксěлми. Тăван  халăх  историне, аслă  асаттемěрсен  кун-çулне, йăли-йěркине  кашнинех  лайăх  пěлмелле. Аваллăхсăр  малашлăх  çук. Чăваш халăхěн авалтан пыракан йăли-йěркисене  тăван  халăхăн ылтăн  çупçи тесе калас килет. Мěн чухлě ырă  йăла-йěрке  халăхăмăрăн. Кашни йăла-йěрке, кашни  уяв хăйěн  асамлăхěпе, илěртÿлěхěпе, тарăн  та  пуян  шухăшлавěпе паха.

             Июль уйăхě питрав уявěпе асра юлать. Вăл яланах утă уйăхěн 12 – мěшěнче килет. Чăвашсем питрав кунччен вăййа тухнă, савăннă, каччисем хěрěсене киле ăсатнă. Халě Питрава манăçа тухма тытăннă уяв тесе те калама юрать. Анчах та юлашки çулсенче, уйрăмах Шуршу ялěнче, ку праçнике çěнěрен чěртсе тăратас тесе тăрăшма пуçларěç. Кăçал та Шуршусем ăна анлăн уявларěç. Чăваш кěписем тăхăнса, тěрěллě саппунсем çакса Шуршу халăхě вăййа тухрě.

           Праçнике Алинăпа Ангелина  Варнасем, Стас Владимиров, Виталий Адюков хăйсен юррисемпе илем кÿчěç. В.Иовлев режиссер çак илемлěхе ÿкерчě.  Шăпах çак кун Шуршу ялěнче çуралса ÿснě çăлтăрăн – Алина Варнан аслашшě - Можаев Петр Васильевич, 80 çул тултарчě? Ашшěпе амăшě - Юлия Анатольевнăпа Геннадий Петрович Можаевсем  пěрлешни 30 çул пулнине паллă турěç.

                    Ах, мăнтарăн  уявě

                         çулталăкран  таврăнать,

                          Микуларан  тапранать,

                          Питрав  каçран  чарăнать, - тесе юрланă  чăвашсем  мěн авалтан.

Артистсем  хăйсен юррисемпе,кулăшсемпе Шуршу ялěнчи  халăха тыткăнларěç.  Пĕр сăмахпа каласан, халăх праçникпе кăмăллă юлчě.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика