Ювановское сельское поселение Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи уявĕ яланлăхах асра юлĕ

00:00 30 апреля 2012 г.

Чăваш чĕлхи уявĕ яланлăхах асра юлĕ

Ака уйăхĕн 28- мĕшĕнче чăваш чĕлхи уявĕн эрнине пĕтĕмлетме Урпашри вăтам шкулти пур вĕрентекен, вĕренекен  спорт площадкине чăваш тумĕсем тăхăнса, карталанса юрлама пуçтарăнчĕ. Кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Генина Галина Вячеславовнăпа Савинкина Елена Александровна  ертсе пынипе кĕçĕн класра вĕренекенсем тăван чĕлхемĕр çинчен сăвăсем каларĕç, чăваш юррисене юрларĕç. Трофимова Лидия Владимировна, «Çамрăк хунав» кружокăн ертỳçи, хăйĕн ачисемпе «Вăйăра» инсценировкăпа савăнтарчĕ.  Вăтам класра вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри карталанса тухса чăваш халăх юррисене юрларĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем шỳтлĕ сăвăсем вуларĕç. Улттăмĕшсем ăса вĕрентсе калакан хайлавсем тăрăх пĕчĕк сценкăсем кăтартрĕç. Çиччĕмĕш, тăххăрмĕш класра вĕренекенсем  карталанса юрларĕç, ташларĕç, куракансене савăнтарчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем Максимова Альбина Германовнăпа Яковлева Ефросиния Борисовна класс ертỳçисем пулăшнипе   чăваш туйне кăтартса пама пултарчĕç. Чăваш чĕлхи уявĕ яланлăхах вĕренекенсен асĕнче юлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429071 Чувашская Республика Ядринский район с.Юваново ул.Сюльдикасы д. 52
Телефон: 8(83547) 62-4-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика