Чебаковское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фольклор ушкǎнě «Кăмăл» хăнара

00:00 28 апреля 2011 г.

Ирçери Культура çурчě çумěнчи «Кăмăл» фольклор ушкǎнě çуллен çěнěрен те çěнě юрǎсем вěренет, вěсене В.С.Усов аккомпаниатор ертсе пырать. Кунта тěрлě шайри çынсем хутшǎнаççě, халǎх умне тухса концертсем лартса параççě.
Нумаях пулмасть ку ушкǎн çамрǎксен «Колорит» ташǎ ушкǎнěпе пěрле Муркаш районěнчи Кашмаш ялěн модельлě Культура çуртěнче хǎйěн пултарулǎхне кǎтартрě. Çǎкǎр-тǎварпа та юрǎ-ташǎпа, чи хаклǎ хǎна вырǎнне хурса кěтсе илчěç пире тǎван кашмашсем. Мěн тери ырǎ камǎллǎ та сапǎр чунлǎ Кашмаш чǎвашěсем!.. Пирěн концерта хǎнасем хапǎлласа пǎхрěç, хǎш-пěр «артистсене» бис! бис! кǎшкǎрса та саламларěç. Уйрǎмах кашмашсене Владимир Тимофеев, Димăпа Денис Петровсем тата Марина Усова  юрăçсем питĕ килĕшрĕ. Людмила Шестёркина концерта мĕнле ертсе пыни, юрăсем шăрантарни те куракансене кǎмǎла кайни палǎрчě.
Кашмашри драма коллективě тахçанах «халǎх» ята тивěçнине тата унта Чǎваш академи драма театрě хǎйěн филиалне уçнине пурте пěлеççě. Пултаруллǎ артистсем Ирçери Культура çуртěнче те хǎйсен спектаклěсене кǎтартнǎ.
Туслǎ çыхǎнусем малалла татах та çирěпленессе шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429077 Ядринский район с.Чебаково ул.Ленина д.5
Телефон: 8(83547) 62-7-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика