Персирланский ТО ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Палтай шкулĕнчи ачасем Шупашкарта чăвашла çыракан çамрăк корреспонтсен слетĕнче пулса курчĕç

13:46 19 мая 2014 г.

Çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче çамрăк корреспонтсен 1-мĕш слечĕ иртрĕ.  Слета тĕрлĕ районтан çĕре яхāн çамрāк çыравçā пухāнчĕ. Вĕсен шутĕнче Палтайри вāтам шкулāн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Сергей Серебряковпа Сергей Петров та (ертÿçи - Надежда Серебрякова). Ку мероприятие пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарас тĕллевпе «Хыпар» издательство çурчĕ йеркелерĕ.

Чи малтан çамрăк журналистсене «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев саламларĕ. Çырас пултарулāха малалла аталантарса пыма ыйтрĕ, вāхāт тупса килнĕшĕн тав турĕ.

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева хāйĕн салам сāмахĕнче: «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ – сирĕнте», - тесе палāртрĕ, āнāçу сунчĕ.

«Тантāш», «Самант», «Çамрāксен хаçачĕ», «Советская Чувашия» хаçатра вāй хуракансем те хаçат-журнал тĕнчипе паллаштарчĕç, тĕрлĕ конкурсра çĕнтерÿçи ята тивĕçнисене чысларĕç.

Издательство çурчĕ ача-пăча каларăмĕсемпе тачă çыхăну тытакан авторсене тав хучĕсемпе парнесем парса чысларĕ. «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Самант» тата «Тетте» редакцийĕсен тĕп редакторĕсем яш-кӗрӗм валли мастер-классем ирттерчĕҫ. Палтай шкулĕнчи çамрǎк корреспондентсем Владимир Степанов ертсе пынипе «Самант» журнал йĕркеленĕ мастер-класра хǎйсен журанлстикǎри пĕлĕвĕпе палǎрчĕç. Мастер-класс залив хĕрринче иртни те хǎйне май илĕртÿллĕ пулчĕ.

Юлашкинчен пухāннисене Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем спектакль кāтартрĕç.

Слета пухāннисем тулли кāмāлпа тāван ялĕсене таврāнса хаçат-журнал валли çĕнĕ материал çырма хавхаланчĕç.

Персирланский ТО

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429064 Ядринский район д.Персирланы ул.Шоссейная д.34
Телефон: 8(83547) 61-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика