Малокарачкинское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Алă çул – ылтăн çул

00:00 18 февраля 2013 г.

Алă  çул – ылтăн çул

Пошкăртра çуралса Пошкăртрах ĕмĕрленĕ Белоусов Виктор Сильвестрович. Ун пеккисене халăхра «Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă» - теççĕ. Темле ахрăм саманара та Виктор Сильвестрович пысăк укçа хыççăн ют çĕре чупман, сахалпах саплаштарнă. Хăй мăшĕрĕпе, Маргарита Андреевнăпа  ашшĕ-амăшĕ килĕнче 50 çул ĕнтĕ мĕн пуррипе тĕпленсе пурăнаççĕ.

     Торри панипе ачаллах сывлăхлă пулнă йĕкĕт. 10-мĕш класа Муркаш районне кĕрекен Мăн Сĕнтĕр  шкулне çÿренĕ. Тен, çавăнпа-и, сывлăхлă пулнăран, хесметре Тинĕс çарĕн флотĕнче тăнă каччă. Икĕ çул Балтика флотĕнче, тепĕр иккĕшне, мĕн киле таврăничченех Севороморск хулинче. Тинĕс çарĕн карапĕсемпе Польша, Англи тата ытти патшалăхсенче пулма тÿр килнĕ ăна. 1959 çулта çар тивĕçне вĕçлесе тăван яла таврăннă Балтика матросĕ. 28 çул «Новый путь» колхозра  кузнец пулса тимленĕ. Ун чухне тимĕрç лаççи, хальхи Эмекассинчи лавккапа урам урлă пулнă. Унта ĕç вĕресе тăнă. Халăх каларăшĕнчи пек, хĕлле ял халăх валли лаша урапи – çулла тăван хуçалăх валли трактор çунисем пуçтарнă. Кунтах ял халăхĕн тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ туптаннă. «Мăшăр уйрăмах тăлăх арăмсене хĕрхенетчĕ те, вĕсен ыйтăвĕсене малтан тивĕçтерме ыйтатчĕ» - сăмахлать ветеран. Унсăр пуçне çулла, вырмана тухичен ял халăхăнне кил-çурт çĕкленĕ. Авăн уйăхĕнче, хир карапĕн штурвалĕ умне тăрса кунне-çĕрне пĕлмесĕр уй-хирте тыр-пул пуçтарса çапнă. Тивĕçлĕ канура та колхоз ĕçĕнчен хăпман. Нумай çулсем хушши ыр кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçлĕ пулнă.   Мĕн калăн кун пек çын çинчен, Виктор Сильвестрович Белоусов – чăн-чăн çĕр ĕçченĕ.

      Ĕçчен качча – ĕçчен хĕр савать.

      Пĕрре çапла, кÿршĕ ялта, Тури Ирçере, çурт-йĕр купаланă вăхăтра яшă кăранташ шыраса клубра вырнаçнă ял библиотекине çитсе тухать. Пир ăшти каччăна кĕске вăхăтрах хăй илемĕпе çупăрлать. Тепĕр хутĕнче ал ăсти хĕр упраçа «Жемчужина» ятлă илемлĕ фильм афишине çырса çеç мар, ÿкерчĕксемпе илемлетсе парать. Хĕрпе каччă хушшинче юрату çуралать.   17 февралĕнче 1963 çулта çамрăксем туй кĕрлетереççĕ. Мал ĕмĕтлĕскерсем ача-пăчаллă  та пулаççĕ. Ача амăшĕн ĕç вырăнĕ те улшăннă. Маргарита Андреевна Урпаш тата Юманлăх сельповĕсенче  счетовод тата бухгалтер ĕçне  1963-мĕш çултанпа 1976-мĕш çулччен туса пынă. Çав хушăрах заочно майпа Шупашкарти кооператив техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Унтан Шупашкарти çĕвĕ фабрикин, Пошкăртри филиалĕн цехĕнчи çĕвĕç. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Сăнĕ те Хисеп хăми çинче вырăн тупнă. 90-мĕш çулсенчи асар-писерте вăл ĕçленĕ цех хупăннă. Малашнехи ĕç вырăнне вара Маргарита Андреевна «Новый путь» колхозра тупнă. Тивĕçлĕ канăва тухичен çÿлерех асăннă  хуçалăхра бригадир пулса тăрăшнă. Канăва тухсан та тăван хуçалăх ĕçĕнчен писмен. 2010 çулччен СХПК «Заря» хуçалăх бухгалтерĕ. Нумай çулсем хушши тÿр кăмăлпа ĕçленĕшĕн  «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

     Маргарита Андреевнăпа Виктор Сильвестрович Белоусовсем виçĕ хĕрне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Розăпа Муза -  медицина  ĕçтешĕсем, Эльза – комерци директорĕ. Кукашшĕпе кукамăшне пилĕк мăнукĕ пурнăçри  çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429072 Ядринский район с.Малое Карачкино ул.Спортивная д.18
Телефон: 8(83547) 62-5-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика