Кильдишевское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕр çула çывхаракан Кĕтерин мамак

00:00 18 ноября 2009 г.

Çĕр çула çывхаракан Кĕтерин мамак

Архипова Екатерина Архиповна – 1910 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Писенер ялĕнче нумай ачаллă чухăн хресчен çемьинче çуралнă. Шкулта вĕренме майсем пулман. Уссе çитсе хĕр пулсан тин тăватă уйăхлăх ликбеза çÿресен вулама, çырма, хушма, кăларма вĕреннĕ.

1930-мĕш çулта Етĕрне районĕнчи Исментер ялĕнче пурăнакан Ефимов Матвей текен каччăпа паллашса çемье çавăраççĕ. Часах çамрăк мăшăрсен ачасем çуралаççĕ, анчах та пилĕк ачаран аслă ывăлĕпе кĕçĕн хĕрĕ кăна сывă юлаççĕ, ыттисем йывăр чирсене пула пĕчĕклех çĕре кĕреççĕ. Колхозсем йĕркелеме пуçласан Матвей, мĕн вăрçă тухичченех бригадирта ĕçлет.

1941-мĕш çулта Екатерина Архиповна упăшкине вăрçа ăсатать, тек курнăçаймаççĕ вĕсем. Хăрушă вăрçă нумай-нумай çемьесене хавшатса хăварать. 1943-мĕш çулта Новороссийск хули патĕнчи çапăçура пуçне хурать сержант Ефимов Матвей Ефимович.  Çапла вара вăтăр виççĕре икĕ ачапа тăлăха юлать салтак арăмĕ. Темле йывăр вăхăтра та пуçа усмасть хĕрарăм, ачисене ура çине тăратас тесе арçынсемпе танах суха та тунă, вăрман та каснă, кил-çуртра та ĕлкĕрсе пынă. Вăрçă пĕтнĕренпе 64 çул, анчах та паянхи пек йывăр Кĕтерин аппана упăшки вăрçа кайса вилни çинчен аса илме.

Паянхи кун Кĕтерин мамак (çапла чĕнеççĕ ăна хисеплесе ялти çынсем) Исментер ялĕнчех хăйĕн хĕрĕпе пурăнать. Мăнукĕсем те манмаççĕ, хуларан килсех çÿреççĕ. Ватлăх кунĕсем çитнĕ пулин те, 99 çулта вăл хăйне тĕллĕнех çÿрет, çирĕп тăн-пуçпах калаçать. Куçĕсем япăх кураççĕ пулсан та, хăйне тирпейлĕ тытать, пырса çÿрекен çынсемпе çав тери кăмăллă калаçать, ĕлĕкхи юрăсене те манмасть, сасси уçă, юрлама та пултарать. Тепĕр кĕркунне 100 çулхи юбилейне тума ĕмĕтленет Кĕтерин кинемей.

99  тултарса çĕр çула кайнине уявлама йышлă хăна-вĕрле пуçтарчĕ  Кĕтерин мамак. Ăна саламлама Килтĕш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ, культура ĕçченĕсем, тăванĕ-хурăнташĕсем, мăнукĕсем, ялти çынсем, пухăнчĕç.

Ĕмĕчĕсем пурнăçланччĕр тесе эпир ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429068 Ядринский район д.Кильдишево ул.Школьная дом 44
Телефон: 8(83547) 64-3-23
Факс: 8(83547) 64-3-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика