Кильдишевское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ака йăхĕн 27-мĕшĕнче ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Иванова Мария Викторовна 90 çул çитнине уявларĕ

08:29 28 апреля 2021 г.

 

Çити-çитми пурнăç унăн чунне çирĕплетнĕ, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтарнă. Вăл ыррине шанса ыранхи куна кĕтнĕ.

Ака йăхĕн 27-мĕшĕнче ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Иванова Мария Викторовна 90 çул çитнине уявларĕ. Çак сумлă юбилейпа ăна саламлама Килтĕш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексеев Николай Вениаминович çитнĕ. Вāл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа панă, асăнмалăх парнесем, чечек çыххи парнеленĕ. «Тав сире, аслă çултисене , манманшăн»,- ватăн куçĕ савăнăç куççулĕпе тулнă.

 Иванова Мария Викторовна Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнче 1931 –мĕш çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере 7 ача пулнă, Мария вара 6-мĕш ачи. Унăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Пысăк çемье выçăллă-тутăллă пурăннă. Тăхăнмалли те çимелли те çитмен. Вăл 10 çулта чухнех ашшĕне колхоз сурăхĕсене пăхма пулăшнă. Пĕррехинче, хутма вутти те пулманнипе, ашшĕ йывăç кăкĕсене кăклама кайсан, 10 çулхи хĕрне, Марийăна, сурăхсем пăхма пĕчченех хăварнă. Хĕр ача çывăрса кайнă та сурăхĕсем тырă ани çине кĕрсе кайнă, тырра таптанă, çинĕ. Çавăншăн вара колхоз вĕсене пĕр çул тырă паман. Пысăк çемьен пурнăçĕ татах йывăрланнă. Çимелли çуккипе çуркунне уйра çĕрĕк çĕр улми сахал мар пуçтарнă. Крахмал çинипе кăна тытăнкаласа пурăннă. Хĕр ача 12 çула çитсен амăшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн пурнăç татах йывăрланнă. Вĕсем темиçе хутччен çунса та кайнă. Урана тăхăнмалли те пулман. Вара вăл çăпата тума та вĕреннĕ. Мария ачаллах колхозра пысăккисемпе тан ĕçлеме пуçлать. Вăрçă вăхăтĕнче фронта валли сахал мар алсиш-чăлха çыхать. Унăн икĕ пиччĕшĕ вăрçа кайнă. Пĕри вилнĕ, тепри аманса таврăннă.

Мария Викторовна 1956-мĕш çулта Килтĕш ял каччипех, Иванов Николай Ивановичпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Вĕсем иккĕшĕ те тăван колхозра вăй хунă. Мария Викторовна тивĕçлĕ канăва тухсан та 70 çултан иртичченех колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи куна унăн - 14 мăнук та 3 кĕçĕн мăнук.

Иванова Мария Викторовнăна колхозра лайăх ĕçленĕшĕн медальсемпе те наградăланă, хисеп грамотисем нумай.

 

Кильдишевское сельское поселение Ядринского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429068 Ядринский район д.Кильдишево ул.Школьная дом 44
Телефон: 8(83547) 64-3-23
Факс: 8(83547) 64-3-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика