Кильдишевское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ефимова Анна Ефимовнӑна 90 çул

14:21 13 июля 2016 г.

 Паян, июлĕн 13 числинче,  Испухан ялĕнче пурăнакан Ефимова Анна Ефимовна 90 çула çитрĕ. Ӑна уяв ячӗпе саламлама Килтӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексеев Н.В. тата Етӗрне район администрацийӗн халӑха социаллӑ хӳтӗлӳ паракан пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Антипин Б. С. ҫитрӗҫ. Вӗсем Раҫҫей президенчӗн саламлӑ ҫыруне вуласа пачӗҫ, асӑнмалӑх парнесем парнелерӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, телей, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ.

Анна Ефимовна 1926 çулта июлĕн 13 числинче йышлă çемьере çуралнă. Икĕ хĕр, виçĕ ывăл пулнă çемьере. Анна Ефимовна чи асли. Вăрçă пуçлансанах ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Ун чухне Анна 15 çулта пулнă. Вăл çемьере ашшĕ вырăнне пулса юлнă, пĕтĕм йывăрлăхĕ ун çине тиеннĕ. Ăна та вăрман ĕçлеме илсе тухса кайнă. Килте амăшĕ пĕчĕк ачисемпе тăрса юлнă: чи кĕçĕнни 4 уйăхра, унран асли 4 çулта, тепри 7 çулта, йăмăкĕ 12 çулта.

Ялти ватăсем каланă тăрăх, Анна Ефимовна пек вăйлă хĕрарăм ялта пулман та теççĕ. Питĕ вăйлă ĕçленĕ вăл, хăйне шеллемен.

Ивановски облаçĕнче торф кăларнă çĕрте те ĕçленĕ Анна Ефимовна. Вăрçă пĕтнине те вăл çавăнта кĕтсе илнĕ. Ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Вилнĕ хутне илсен амăшĕ тÿрех ураран ÿкнĕ, чылайччен чирлесе пурăннӑ.

Вăрçă пĕтсен Анна Ефимовна колхозра вăй хурать, лашапа суха тăвать, ик-виçĕ вăкăрпа çĕре сÿрелет. Тырăпа Ямоза лашасемпе нумай çÿрет. 80 кг михĕсене трап тăрăх вашт çеç йăтса хăпараттӑмчĕ тесе аса илет паянхи кун Анна Ефимовна.

Волгоград облаçне тырă тума ҫитме те тӳр килнӗ ҫамрӑк хӗре. Унта ĕçленипе çырлахман ха вăл, шăллĕпе Якутине тухса кайнӑ. Унта вăл пенси çине тухичченех 15 çул ĕçленӗ. Йăмăкĕпе шăллĕ вăхăтсӑр çĕре кĕнĕ.

Пĕрле тухса кайнă шăллĕ халĕ те Новосибирскра пурăнать. Пĕр вăхăт Анна Ефимовна та унта пурăннă. Анчах чун тăван тавралăхах туртăнать, вара вăл яла куçса килет.

Халĕ ĕнтĕ йăмăкĕн ывăлĕпе пӗр ҫемьре пурăнать.

 

Кильдишевское сельское поселение Ядринского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429068 Ядринский район д.Кильдишево ул.Школьная дом 44
Телефон: 8(83547) 64-3-23
Факс: 8(83547) 64-3-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика